Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ

Кун пирки федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсен патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан органӗсен Ассоциацийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ, вӑл Правительство ҫуртӗнче иртнӗ.

Парламентарисем ял халӑхӗн сывлӑхне упрас тӗлӗшпе нормативпа право тӗлӗшӗнчен тӗрев парасси ҫинчен ыйтӑва тата федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсенче пуҫаруллӑ бюджетирование аталантарасси пирки практикӑна сӳтсе явнӑ.

РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ПФО-ра сывлӑх сыхлав сферин ыйтӑвӗсене татса парасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ: «Пирӗн тӑрӑхра ял хутлӑхӗнче пурӑнакансен шучӗ сахал мар. Ҫавӑнпа унта сывлӑх тата медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ яланах пулса тӑмалла».

Юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 2,5  пин ытла медицина учрежденийӗсене хута янӑ.  Сахал мар пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсене туяннӑ, вӑсен шучӗ 25 пин единицӑран та иртнӗ.  Ҫынсене туххӑмрах сиплеме чылай хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗн  сфери пирки сӑмахланӑ май,   регионта сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмӗпе медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме стратеги хатӗрленине пӗлтернӗ: пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе халӑхӑн сывлӑхне сиплени ҫинчен те асӑннӑ. «Кӑҫал республикӑра малтанхи звенори сывлӑх сыхлавӗн 56 объектне, ҫав шутра 19 ФАПа 2024 ҫулта хӑпартса лартасси те планра пур. Республика сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне цифровизацилес енӗпе ӗҫлекен малтисен йышӗнче тӑрать. Паянхи куна кашни ФАП интернет урлӑ кирек мӗнле  пысӑк медицина учрежденийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлейрет. Телемедицина вӑй илсе пыни те куҫ уӗретех. Эпир искусствӑлла интеллектатӑн сервисӗсемпе те хастар усӑ курма тытӑнтӑмӑр»,  —  тесе хыпарланӑ Олег Николаев.

Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи  регионсенчи  ял хутлӑхӗнчи сывлӑх сыхлав тытӑмӗ епле аталанса пыни  ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Вӑл пур регионта та кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине  палӑртнӑ. «Сывлӑх сыхлавне кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса парассинче тӗп вырӑнта врач профессийӗн, вӑтам медицина ӗҫченӗн сумне ӳстересси пулса тӑрать. Сывлӑх сыхлав ӗҫченӗсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗн шайне пулӑшу мерисене комплекслӑ майпа тивӗҫтерсен кӑна ыйтӑва уҫӑмлатма пулӗ»,  —  тесе палӑртнӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче  Леонид Черкесов.  Вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи  регионӗсенчи  ял тӑрӑхӗсенче медицина пулӑшӑвӗн пахалӑх шайне ӳстерме тунӑ мерӑсем пирки тӗплен чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗхрен: Чӑваш Енре ял территорийӗсене аталантармалли программӑна тӗпе хурса ипотека кредичӗсемпе (займсемпе) тӳлеме пӑхса хӑварнӑ — кредит килӗшӗвӗпе процент ставкисене ҫулталӑкӑн 3-рен 0,1 процента ҫити хӑварнӑ.  Ку пысӑк пулӑшу, тин ҫеҫ ялсене ӗҫлеме килес текен специалистсемшӗн. Вӗсем кредитсем илсен, пӗчӗк процент виҫине нимӗнле йывӑрлӑхсемсӗрех саплаштарса пыма пултарайраҫҫӗ.  Леонид Черкесов шухӑшӗпе субординатура пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑра улттӑмӗш курсра медицина кадрӗсем хатӗрлемелли вӗрентӳ программине тавӑрни аван.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан органӗсен Ассоциацийӗн координаторӗ, Чулхула облаҫӗн саккунсем кӑларакан Пухӑвӗн Председателӗ Евгений Люлин Чӑваш Ен опычӗ хӑйне евӗрлӗ, ыттисемшӗн чӑн-чӑн паха тӗслӗх тенӗ. «Чӑваш Енри фельдшерпа акушер пункчӗсене аталантармалли программа мӗнле пурнӑҫланнине  курса ӗнентӗмӗр. Кунта республика ертӳлӗхне тав сӑмахӗсем каламалла. Пур регионта та  кун пек кӑтартусем ҫук,  паха опыт ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ. Мӗнле майпа ӗҫлет паян телемедицина — пур шайра та куртӑмӑр: ФАПра та, район больницинче те. Ҫыхӑну медицинӑн пур шайӗ хушшинче те пурнӑҫланать, кирек мӗнле шайра та сипленмелли йышӑнӑва та консультаципе тивӗҫтерме пулать. Республикӑра ҫак системӑна йӗркеленӗ. Ялти врач район специалисчӗсемпе кӑна мар,  ытти пысӑк медицина учрежденийӗсенче тӑрӑшакансемпе те  канашлама пултарать. Ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ», — тесе хакланӑ сумлӑ хӑна  Чӑваш Ен опытне  тӗпченӗ Евгений Люлин.

 «Пуҫаруллӑ бюджетировани практики ытларах та ытларах сарӑлса аталанса вӑй илсе пырать. Ҫул-йӗрсем анлӑланнине куратпӑр, проектсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли калӑпӑшсем ӳсеҫҫӗ. Ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, вӑл влаҫпа общество шанӑҫне ҫирӗплетет. Пирӗн пӗрлехи тӗллев — ӗҫлекен саккун базине йӗркелесси. Ҫакӑ регионсен тӑнӑҫлӑхне ҫирӗплетме тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ аталанма пулӑшӗ», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров.

«Пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме кашни ҫулах тӳрлетӳсем кӗртетпӗр. Проектсен шучӗ, вӗсем ҫулран ҫул ӳссе пыни пӗтӗмӗшле илсен  вырӑнта пурӑнакансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулни ҫинчен калать. Ҫак кунсенче эпир патшалӑх ҫамрӑксен политики енӗпе тӗллевлӗ программа ҫирӗплететпӗр, унта ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшмалли ҫавнашкал мелсем хывнӑ та ӗнтӗ. Пуҫарӑва тытса пыни, патшалӑхпа халӑх хутшӑнӑвӗсен ҫакнашкал формине шанӑҫа ӳстерни пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ларура пӑхса тухнӑ ыйтусене  РФ Патшалӑх Думине тата Правительствине ярӗҫ. Вӗсен шутӗнче — медицина ӗҫченӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, граждансене пурнӑҫри хӑрушсӑрлӑхпа вӑраха каякан сайра тӗл пулакан чирсене сиплемелли эмелсем, ҫавӑн пекех «Земский доктор» тата «Земский фельдшерӗ»  программӑсене хутшӑнакансене пӗр  хутчен  укҫан компенсаци  парса пулӑшас, специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме квотӑсен йышне ӳстерес ыйтусем.

 



11 декабря 2023
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter