Президент программине хутшӑнакансен Ассоциацине пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хаклама тивӗҫ организацисен йышне кӗртме сӗннӗ республика ертӳлӗхӗ

Президент программине хутшӑнакансен Ассоциацине  пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене  хаклама тивӗҫ организацисен йышне кӗртме сӗннӗ республика ертӳлӗхӗ

Кун пирки регион Ертӳҫи Чӑваш Республикинче управлени кадрӗсем хатӗрлемелли Президент программи 25 ҫул тултарнине халалланӑ пленарлӑ сессире пӗлтернӗ: «Президент программине пӗтерекенсен хушшинче, президент программине хутшӑнакансен Ассоциацийӗн пайташӗсе хушшинче, вӑл е ку енӗпе пахалӑхлӑ пулӑшу кӳрекен ҫынсем нумай. Лару-тӑру ҫапла йӗркеленнӗ. Граждан программин институчӗсем обществӑсем пурнӑҫа кӗме пулӑшаҫҫӗ, чи кирли вара – усӑллӑ пулма витӗм кӳреҫҫӗ. Ассоциацие хаклама тивӗҫ организацисен шутне кӗртес тесе  йышӑну тума пултарайратпӑр, ҫакӑ вара унӑн статусне  те ӳстерме май парӗ. Ассоциацие гражданла обществӑн институчӗсен шутне кӗртӗпӗр, хыҫҫӑн тӗрлӗ направленисемпе экспертиза тума вӗсене ыйтӑпӑр».

Раҫҫей Федерацийӗн халӑх хуҫалӑхӗн организацийӗсем валли управлени кадрӗсене хатӗрлемелли Президент программи – 1997 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе йӗркеленӗ бизнес валли управлени кадрӗсене экспресс-хатӗрлемелли патшалӑх финансламалли программа. Чӑваш Енре специалистсене хатӗрлессине Чӑваш патшалӑх университечӗн базинче пурнӑҫлаҫҫӗ: вӗрентӳ хакӗн 66% федераци бюджечӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн бюджечӗн тӑкакланать, 34% вара пулас специалист хӑй тӳлет.

25 ҫул хушшинче Чӑваш Республикинче професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен хатӗрленсе Чӑваш Республикин пысӑк, вӑтам тата пӗчӗк бизнесӑн 1050 ертӳҫи программӑна пула хӑйсен пӗлӳ шайне ӳстернӗ, вӗсенчен 260 специалист ют ҫӗршывсенче (Германи, Япони, Франци, Китай, Узбекистан, Иран) тата Раҫҫей Федерацийӗн  чы пысӑк  предприятийӗсенче стажировка  тухнӑ. Программӑна чи малтан пӗтернисен йышӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулнӑ. Тӗнчере пулса иртекен улшӑнусем квалификаци ҫине яланах тимлӗх уйӑрма ыйтнине палӑртнӑ вӑл. 25 ҫул ӗҫлекен программа корпорацисен, предприятисен, патшалӑх управленийӗн шанчӑклӑ кадр резервне йӗркеленӗ, сӑмахран  калас пулсан Чӑваш Республикинче ку ӗҫ лайӑх палӑрать.

«Федерацин ресурс центрӗн» бюджет учрежденийӗн директорӗ Алексей Бункин Президент программине тата ирттерекен мероприятисемпе стажировкӑсене Чӑваш Ен хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн хастарӗсем  Президент программине  ырлаҫҫӗ. Производствӑна анлӑлатас енӗпе тата  проектсене пурнӑҫа кӗртессипе самай пулӑшу пулнине те палӑртаҫҫӗ  вӗсем.

Чӑваш республикин организацийӗн аталану пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Раҫҫей Федерацийӗн халӑх хуҫалӑхӗн отраслӗсем валли управлени кадрӗсем хатӗрлемелли Федераллӑ программӑна хутшӑнакансен ассоциацийӗн» ЧРОО Координаци канашӗн председателӗ  Алексей Измайлов тӗплен паллаштарнӑ.  Вӑл каланӑ тӑрӑх, паянхи кун Ассоциаци йышӗнче 63 ҫын шутланать, организаци 120 ытла мероприятие тишкерсе тухнӑ. Ҫитес ҫулта вӗрентӳ пайне, кадр резервне аталантарасси ҫине, регионсем хушшинчи тата тӗнчери кооперацисене хутшӑнасси ыйтусем патне тимлӗх уйӑрма палӑртаҫҫӗ.



18 декабря 2023
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter