Регионта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетнĕ

Регионта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетнĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен канашлура Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетнĕ.

««Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн - 2023» регионти ыр кӑмӑллӑх марафонӗн копилки 6 941 251,69  тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 6 413 546,51 тенкӗ укҫан пухӑннӑ, 527 705,18 тенкӗ - пурлӑх укҫи. Пухнӑ укҫа-тенкӗ ачасене валли пӗтӗмпех тӑкакланать. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене тата чирлисене пулӑшасси чи приоритетлисенчен пӗри пулса тӑрать Кун пирки палӑртсах каланӑ комиссийӗн ертӳҫисем»,   тенӗ Юрий Кислов  сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Вӑл предприятисемпе организацисен пулăшăвĕ çинчен каланипе пĕрлех уйрăм çынсен енчен тимлĕх пысăккине палăртнӑ. Кӑҫал  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле республикӑри пур муниципалитетра та «Аслисем - ачасем» акци ирттернине те асӑннӑ вӑл. Хĕрарăмсен союзне пуçарулăхшăн ырланӑ. Унăн ĕçĕнче хăйне евĕрлĕх пуррине: малтан ачасене пулăшассипе çыхăннă пайăр тĕллеве палăртнине, унтан çав тĕллеве пурнăçлама укçа пухнине асӑннӑ. Ку пулăшакансене укçана мĕн тума панине пĕлме, çав укçана тĕллевлĕн тăкакланине курса тăма май парать тенӗ вӑл.

«Пирĕн çынсем питĕ ырă - çакна «тӳрĕ линире» Президент та палăртрĕ. Ҫӗршыв Президенчӗ «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пурнӑҫри кирек мӗнле лару-тӑрура та пӗр-пӗрне пулӑшма килес текен питӗ ырӑ ҫынсем пулнине  асӑнчӗ. «Аслисем - ачасем» акцие хутшӑнакансем хушшинче тӗрлӗ предприятисем, организацисем, депутатсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, волонтерсен отрячӗсем тата ахаль ҫынсем  чылай. Пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗ мӗн ҫине каяссине кашни муниципалитет хӑй палӑртнӑ. Кашни округпа хулан хӑйӗн куар-код пулнӑ, ун тӑрӑх укҫа-тенкӗ куҫарма май килнӗ. Пинӗ-пинӗпе ача  хӗпӗртеме пултарнӑ, пӗр-пӗрне савӑк кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ»,  тесе  каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Округсемпе хуласенче пурăнакан кашни çын пуçне фонда мĕн чухлĕ укçа хывнине тишкернĕ май, Юрий Кислов  ырӑ кӑмӑллӑх акцине хастар хутшӑнакан  муниципалитет округӗсене палӑртнӑ. Вӗсем: Куславкка, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрнар тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем. «Тӗслӗхрен, Хӗрлӗ Чутайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн территорийӗнче курӑкран симӗс кӳлепесем  тунӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче тата Улатӑр  тӑрӑхӗнче интерактивлӑ лазер тирне хута янӑ»,  тесе хыпарланӑ вӑл.

Пӗтӗмлету тӑрӑх, Чӑваш регион уйрӑмӗ Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 



19 декабря 2023
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter