«Хӑрушлӑхсӑр хула» АПК видеосӑнав порталне Чӑваш Енре кӑҫал хута ярасси паллӑ

Вӑрман пушарӗсене асӑрхаттарассипе тата пӗтерессипе ҫыхӑннӑ мерӑсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ Чӑваш Республикинче Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче  сӳтсе явнӑ.

««Хӑрушлӑхсӑр хула» экологи сегменчӗн пулас архитектурине ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ӑнланса илме тытӑнӑпӑр. Унтан ӗҫе кӗске вӑхӑтра приоритетлисене палӑртса тапхӑрсем ҫине пайлама пултаратпӑр, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе кирлӗ пек мӗпур ӗҫсене йӗркелесе пыма тӑрӑшайратпӑр», – тесе  палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр хула» программӑна икӗ тӗп структура элеменчӗ ҫине пайланӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ видеосӑнав – видеосӑнав порталӗ пулчӗ, ӑна кӑҫалхи ҫул хута ярӗҫ.   Центрта мӗнпур кӑтартусене тарӑн тишкерӗҫ. Проекта тӗпрен пурнӑҫа кӗртмен ҫитес ҫул валли палӑртнӑ.

Регион Ертӳҫи вӑрманти пушарсене сыхлама  пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем туянасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине  каланӑ. ««Хӑрушлӑхсӑр хула» АПК сегменчӗн пӗр элеменчӗ пулмалла ку», – тесе хушса каланӑ вӑл.

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Хомченко палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗсем ҫинче  кӑҫал пысӑк пушарсем тухманнине асӑннӑ.  Пурӗ 11 вӑрман пушарне тупса палӑртнӑ, ку пӗтӗмӗшле йышӑн 58% пулать. 8 пушара (42%) граждансем пӗлтернӗ тӑрӑх оперативлӑ сӳнтерме май килнӗ.

Вӑрмансене  хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене туллин пурнӑҫланӑ. Вӑрман пушарӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе пушар тухас хӑрушлӑх сезонӗ тӑршшӗпех халӑх хушшинче агитаципе ӑнлантару ӗҫне туса ирттернӗ.

Пушар тухас хӑрушлӑх сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствин хысна учрежденийӗн патшалӑх вӑрман инспекторӗсем вӑрмансенче 5329 рейд  ирттернӗ.

Рейдсем вӑхӑтӗнче  вӑрмансенчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑ фактсем тупса палӑртнӑ, вӗсен шучӗ 71 ҫитнӗ. Административлӑ  майпа 43 ҫынна 988 тенкӗллӗх штраф тӳлеттерме те май килнӗ,  28-шне асӑрхаттару тунӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗ мероприятийӗсене ирттернӗ тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтермеллине палӑртнӑ. «Пушарсен профилактикине тата пиротехника изделийӗсемпе тӗрӗс усӑ курассине массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата сайтсенче кулленех пӗлтерсе тӑмалла, халӑха кирлӗ пек хыпарсеме тивӗҫтермелле», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен хӑйсен территорийӗсенче профилактика ӗҫне йӗркелемелле, граждансене, уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсемпе сад участокӗсен хуҫисене, хула тулашӗнчи кану базисен хӑнисене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп требованийӗсене ӑнлантарса памалла.



19 декабря 2023
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter