Республикӑпа паллашма кӑмӑл тунӑ туристсен шучӗ кӑҫал 1 миллионран та иртнӗ

Республикӑпа паллашма кӑмӑл тунӑ туристсен шучӗ кӑҫал 1 миллионран та иртнӗ

Кун ҫинчен туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна туризм юхӑмӗ пӗр миллион ҫын патне ҫывхарнӑ, ку вӑл 2022 ҫулхи 9 уйӑхринчен 6% ытларах. Ҫак тапхӑртах пӗрлешӳллӗ вырнаҫтару хатӗрӗсенче ҫӗр каҫнисен шучӗ 1 млн  иртнӗ. 2023 ҫулта круиз карапӗсемпе Чӑваш Ене килнӗ туристсен шучӗ 91 128 ҫынпа танлашнӑ, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, кӑтарту 3,5 хут пысӑкланнӑ.

«Кӑҫал Чӑваш Енре хуласен ӑсталӑх-планӗсене йӗркелес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Эпир наци туризм проекчӗсен шутне кӳршӗллӗ регионсенчи ӗҫтешсемпе пӗрле кӗтӗмӗр. Туризм индустрине аталантарас енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Анлӑ мероприятисем ирттертӗмӗр, ҫав шутра «Ҫырла фестивалӗ» те. Ҫак пулӑмсем туризм сферине вӑй илсе аталанма витӗм кӳнӗ», тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

2023 ҫулта республикӑн Туризм аталанӑвӗн стратегийӗн проектне хатӗрленӗ; виҫӗ хулан мастер-планӗсене тунӑ; регионсен хушшинчи «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» пӗрремӗш наци маршрутне ҫирӗплетнӗ; «Валдай 45Р» ҫинче кану кунӗн турӗсене хута янӑ; 2023 ҫулта ача-пӑча туризмне аталантарас тӗллевпе  8 000 ачана ҫул ҫӳреве илсе тухма пулӑшнӑ. «Туризма тата хӑналӑх индустрине аталантарасси» наци проектне тӗпе хурса Чӑваш Республики 2023 ҫулта 308,3 млн тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Проектсене бюджет тулашӗнчи инвестицисене явӑҫтарни 770,5 млн тенкӗпе танлашӗ.  Пулӑшусемпе 2024 ҫул вӗҫнелле 235 номер, 165 капитальнӑй мар модульлӗ ҫурт тӑвӗҫ.

Ларура Чӑваш Республикинче туризма аталантармалли стратеги проектне пӑхса тухнӑ, ӑна 2024 ҫулта пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫирӗплетмеллине палӑртса хӑварнӑ.

«Туризма аталантармалли стратеги вӑл – пӗрремӗш утӑм кӑна. Малалла ӗҫлемелле, ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫлама бизнеса кӑсӑклӑ проектсене палӑртмалла. Ытларах чухне ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне те тӗпе хума тӑрӑшмалла.  М-12 трасса уҫӑлни – Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑрӑм ҫулсене ҫывӑхлатма витӗм кӳрет трасса.  Паян автотуризм хӑватлӑн пурнӑҫа кӗрсе пырать», тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Проектра  туризма виҫӗ зонӑна уйӑрнӑ, вӗсем пӗтӗм муниципаллӑ округсене пӗрлештереҫҫӗ.  Региона ресурс вӑй-хӑватне шута илсе 14 малашлӑхлӑ территори ҫине пайланӑ.

Туризм аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе, инфратытӑма лайӑхлатса сферӑн инвестици илӗртӳлӗхне, пулӑшу пахалӑхне ӳстерсе,  паха кадрсене явӑҫтарса  татса пама палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑррипе Улатӑр хулисен мастер-планӗсене, ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Куславкка тата Пӑрачкав салин туризм илӗртӳлӗхне ӳстерме пулӑшакан пӗрлӗхлӗ туризм стратегине  тишкернӗ.

2024 ҫул вӗҫлениччен Ҫӗрпӳн ӑсталӑх-планне хатӗрлеме туризм вӑй-хӑватне тишкерме тӗллев лартнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин конкурсне хутшӑнма кирлӗ пек мӗнпур ӗҫсене йӗркелесе ҫитерме каланӑ ларӑва пухӑннисем.

Чӑваш Ен Транспорт министерствине  республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле туристсене валли ятарлӑ автобуссемпе микроавтобуссен паркне ӳстерме транспорт компанийӗсем валли пулӑшу мерисем хатӗрлеме хушнӑ.



20 декабря 2023
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter