Чӑваш Енре ҫӑлкуҫсенчи шывсем ӗҫме юрӑхлӑ пулнипе пулманнине тӗпчесе пӗлӗҫ

Чӑваш Енре ҫӑлкуҫсенчи шывсем ӗҫме юрӑхлӑ пулнипе пулманнине тӗпчесе пӗлӗҫ

«Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» программӑпа ӑслӑлӑх гидрохими тӗпчевӗсене  ирттерме  Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗ 2024 ҫул валли палӑртса хунӑ. Мероприятисен планне Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн попечительсен канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ.

2024 ҫул валли  палӑртнӑ уйрӑм плана сӳтсе явнӑ май «Вырӑс географи обществин» ВОО Регионсен аталанӑвӗн Департаменчӗн представителӗ Николай Вершигора паллӑ ҫынсемпе патриотла тӗлпулусем йӗркелессишӗн, «Чӑваш Республикин турмаршручӗ»  проекчӗпе  «Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсем»  проекта хатӗрлекенсемпе уҫӑ калаҫусем ирттересшӗн.  «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» проекта пирӗннипе  хутшӑнтарни паха.  Пӗрле пулсан пӗрлехи ӗҫсене сӳтсе явма та меллӗ.  Эсир шывсене тӗпрен тишкерсе пӗтӗмлетӳ ӗҫӗсене туса хӑваратӑр.  Эпир хамӑр енчен ҫак ҫӑлкуҫсене тирпей-илем кӗртнӗ май,  пӑхса тухма, куар-кодсене лартма тата вӗсене халӑх умне кӑларма пулӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл. 

Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енре географфити йӗркелеме пулӑшма сӗннӗ. Проект  историпе культура хаклӑхӗсене упраса хӑварма, географие  сарма витӗм кӳрӗ.

Вырӑс географи обществин 2024 ҫулхи уйрӑмӗн пысӑк проекчӗсем хушшинче – Чӑваш Республикин Астӑвӑм паллине юсаса ҫӗнетесси – Вӑрнар округӗнчи Орауши ялӗнче географи центрне палӑртасси, Шупашкар шыв управӗн чӑваш участокӗнчи утравсене тӗпчесе пӗлмелли «Амоксары» экспедицие йӗркелесси, «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» программӑпа ӑслӑлӑх гидрохими тӗпчевӗсем ирттересси, Чӑваш Енӗн Экологи аталасне хута ярасси те планра пур.

«План питӗ кӑсӑклӑ,идеологи тӗлӗшӗнчен те паха. Ҫитес ҫула  Экологипе ҫут ҫанталӑк упрамалли ҫулталӑк тесе палӑртнӑ. Вырӑс Географи обществин сӗнӗвӗсем  ҫитес ҫулӑн анлӑ планне пуянлатаҫҫӗ кӑна. Эпир плана пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳрӗпӗр, ӑна ҫирӗплетме сӗнетпӗр», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Вӗренӳ процесӗнче – регионсен хушшинчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен медиапроекчӗсен фестивалӗнче те, шкулти медиастудисенче те  «Скайфёст» кинокомпани ӳкернӗ документлӑ фильмсемпе усӑ курма пултарнине асӑнса хӑварнӑ регион Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев.

 



20 декабря 2023
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter