Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, присягӑна парӑнни сире паянхи вӑхӑт пирӗн ҫӗршывӑмӑр, республика умне кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑма пулӑшать.

Эсир патшалӑхӑмӑрӑн никама пӑхӑнманлӑхӗпе пӗрпӗтӗмлӗхне, обществӑри йӗркелӗхпе ҫирӗплӗхе тивӗҫтеретӗр!

Эпир пурте пӗрле вӑй хуни Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мӗнпур тӗллевпе задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама май парасса, республикӑри право йӗркине ҫирӗплетме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

 Служба ветеранӗсене – ӑшӑран та ӑшӑ тав  сӑмахӗсем, ведомствӑн ҫамрӑк ӗҫченӗсем хӑйсен аслӑ юлташӗсем пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен хӑюлӑхӗ тата тивӗҫе чунтан парӑнни ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх шутланать.

Пурсӑра та сире Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрти тӗллевсене пурнӑҫлама тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                   Олег Николаев



20 декабря 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter