Ҫемье ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен нумай функциллӗ центр Чӑваш Енре пуҫласа уҫӑлнӑ

Шупашкарта хута кайнӑ Ҫемье ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен нумай функциллӗ центр ҫулталӑкне ултӑ пин ҫемьене пулӑшу пама пултарайрать.  

Ҫакӑн пек иккӗмӗш центр раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш хулинче уҫӑлӗ.

Службӑн тӗп ҫӗнӗлӗхӗсенчен пӗри  –  йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшу парасси.  Ҫул ҫитмен амӑшӗсене психологи тата юридици пулӑшӑвӗсене, пурнӑҫра кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнисене тӗрев парӗҫ. Ҫавӑн пекех усӑллӑ социаллӑ сервиссем, амӑшӗсемпе виҫӗ ҫул тултарман ачасемпе вӑхӑтлӑх пушӑ вӑхӑта ирттермелли ятарӑ пӳлӗмсем те пур.  Чи пахи вара, тепре чухне хӑш-пӗр ҫемйесене ачасене валли кирлӗ пек хатӗрсемпе тивӗҫтерни. Кану кунӗсене пӗрле ушкӑнпа пухӑнса усӑллӑ ирттерме те лайӑх ҫемйесене.  Пӗр сӑмахпа каласан, ачасене валли мӗнпур условисем ҫителӗклӗ пулни куҫкӗретех.

Центра регион бюджечӗн укҫи-тенкипе, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд гранчӗпе йӗркеленӗ.

 «Пӗтӗм республикӑна  ҫакнашкал пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесен, пирӗн ҫакӑн пек 32 центр йӗркелемелле. Ыйту пӗлтерӗшлӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлеме тивет», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. «Ҫемье центрӗ «пӗр чӳрече» принципӗпе ӗҫлӗ. Ҫакӑ тӗрлӗ йышши пулӑшу илмелли процедурӑна чылай ансатлатӗ, хальхи электронлӑ ресурссен юрӑхлӑхне ӳстерӗ. Кунта илемлӗ, ҫутӑ, перекетлӗ технологисене ӗҫе кӗртнӗ», ­ тесе хушса каланӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫемьесемпе курса калаҫнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ.

«Учрежденире ҫемьесем хӑйсем хутшӑннипе мероприятисем пулса иртни пӗлтерӗшлӗ. Ӑна пула центр ӗҫ-хӗлне тытса тӑрасси анлӑланса пырать. Тавтапуҫ эсир пурнӑҫри хастар позицие йышӑннӑшӑн. Эпир наци тата патшалӑх пек вӑйлӑ юлатпӑр», – тенӗ вӑл.

«Ҫӗнӗ службӑн мӗнпур специалисчӗсем хӑйсен пӗлӳ шайне ӳстернӗ. Кашни ҫемйене  ятарлӑ куратор ҫирӗплетнӗ, вӗсем кирек-епле ыйтӑва уҫӑмлатас тесессӗн туххӑмрах хуравсӑсене тупма витӗм кӳрӗҫ», – тесе палӑртса каланӑ центр директорӗ Лариса Рябинина.

Ҫемье МФЦ-не пырсан хушма справкӑсем пухма кирлӗ  мар. Ҫемьене консультаци е ытти социаллӑ пулӑшу кирлине кӑтартакан тӗп свидетельство вӑл  –  йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ ыйту.



21 декабря 2023
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter