Энергетика валли Чӑваш Енре оборудовани туса кӑларакансен цифровизаци енӗпе хатӗр йышӑнусем тума сӗнмеллине чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Энергетика валли  Чӑваш Енре оборудовани туса кӑларакансен цифровизаци енӗпе хатӗр йышӑнусем тума сӗнмеллине чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Энергетик кунне халалланӑ Правительство ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире пӗлтернӗ. Паян республикӑри энергетика сферинче пурӑнмалли ҫуртсене, предприятисемпе учрежденисене талӑкӗпех электричествӑпа тата ӑшӑпа тивӗҫтерсе сакӑр пин ытла ҫын вӑй хурать.

«Чӑваш Республикипе пӗтӗм ҫӗршывӑн пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн мӗнпур тытӑмӗ энергипе усӑ курма пултартӑр тесен яланах професси пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пымалла. Палӑртнӑ мӗнпур ӗҫе пахалӑх енчен пысӑк шайра пурнӑҫламалла. Республикӑри энергохуҫалӑха никӗслес тӗлӗшпе  пысӑк улшӑну процессӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Эпир сирӗнпе Раҫҫей Федерацийӗн Энергетика министерствин территори сеть организацийӗсене пӗрлештерес енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессисен йышӗнче тӑратпӑр. Пурнӑҫ хӑйех суйласа илнӗ ҫул-йӗрӗн тӗрӗслӗхне кӑтартать. Сеть организацийӗсене вӑйлатнӑ май эпир инцидентсем ҫине туххӑмрах тимлӗх уйӑрма тата  палӑртнӑ система вӑй-хӑватне ӳстерме инвестици программисен йышне нумайлатма пултаратпӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи энергетика сферинче ӗҫлемелли кирлӗ ҫул-йӗре – генерацин ҫӗнӗ объекчӗсене туса хурассине  палӑртнӑ. «Шуршӑлта ҫитес ҫул пӗрремӗш газогенераторлӑ станци ӗҫлесе каймалла,  вӑл электроэнерги кӑна мар, вӗри шывпа та тивӗҫтерӗ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсене ӑшӑ илсе ҫитерме витӗм кӳрӗ.  Хӗвел станциийӗ тума та палӑртнӑ», –  тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ энергосистемӑсене никӗслемелли хальхи йышши оборудовани туса кӑларас енӗпе  малта пыракан республикӑри предприятисем чаплӑ практикӑсем хатӗрлесе ҫитернине, ҫав шутра сетьсенчи цифрӑллӑ йӗкӗрешсем тӑвассинче те хастар ӗҫление каланӑ.  «Чӑваш Республикин территорийӗнче эпир туса кӑларакан оборудованипе усӑ курмалли меслетсене пилотлӑ режимпа тӗрӗслесе пӑхма май пур. КУ та анчах мар,  цифровизаци тата хальхи стандартсене тӗпе хурса администраци тӑвас тӗлӗшпе те хатӗр йышӑнусем тума майсем пулӗҫ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.  Олег Николаев «Цифрӑллӑ энергоэффективлӑ район» Ҫӗнӗ хула базинче проекта пурнӑҫа кӗртнӗ паха ӗҫ опычӗ пирки  те чарӑнса тӑнӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑмра регионӑн энергетика сферинче яваплӑха туйса таса чунпа ӗҫлекеннисене, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнисене патшалӑх наградисене парса хавхалантарнӑ.  «РЭС-Энерго» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн электротехника службин пуҫлӑхне Алексей Пятакова  «Тава тивӗҫлӗ энергетик» хисеплӗ ята панӑ.



21 декабря 2023
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter