Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Мускавпа Хусана ҫыхӑнтаракан 810  ҫухрӑм тӑршшӗ ҫултан 94 ҫухрӑмӗ Чӑваш Республикин территорийӗ урлӑ иртет: Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски тата Тӑвай муниципаллӑ округсем ку ырлӑха туяҫҫӗ.

Торжествӑлла  мероприяти Тутарстанри М-12 «Восток» трасса ҫинче,  Атӑл урлӑ каймалли путепровод районӗнче иртнӗ. Видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ пулӑма Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хутшӑннӑ, ӑна старт панӑ.  «Паян эпир М-12 « Восток» трассӑна аталантарас ӗҫре тепӗр пысӑк утӑм тӑватпӑр, вӑл тӗнчери, Европӑри транспорт маршручӗн пайӗ пулса тӑрӗ. Ку магистрале эпир  тапхӑр тапхӑррӑн уҫса пытӑмӑр. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Мускавран Арзамаса ҫити лаптӑка йӗркене кӗртнӗ. Халӗ Мускавпа Хусан хушшинчи  автоҫул хатӗр.  Туризма, культурӑна аталантарма та чылай пысӑк витӗм кӳрӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме май паракан трасса.  Ҫулӗ 800 ҫухрӑм тӑсӑлса выртать.  Унпа ултӑ сехет ҫурӑ хушшинче  кирлӗ пек вырӑна ҫитме пулать.  Унченхинчен икӗ хут хӑвӑртрах ҫитме пулӗ пӗр енчен тепӗр еннелле.

Пӗтӗмӗшле илсен, ку енӗпе автомобильпе ҫӳреме меллӗрех тата хӑрушсӑртарах тен. Калӑпӑшсем тата тиев турттарас ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет.  Шалти туризма аталантарма та меллӗ.

Трасса Мускав, Чулхула, Владимирск облаҫӗсем, Тутарстан, Чӑваш Ен Республикисем урлӑ иртет. Вӑл инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерӗ, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, ҫурт-йӗр тума, промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, логистикӑра, пулӑшу сферинче  вӑй илсе аталанса пыма пулӑшӗ»,  – тенӗ.

Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре транспорт инфраструктурине малта палӑртса хунинчен чылай маларах пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.   Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Ҫумӗ Марат Хуснуллин  пӗлтернӗ. Хушма транспорт проекчӗсене аталантармалли стимул пулса тӑнине палӑртса каланӑ вӑл. Ҫапла, юхӑма хута янӑ хыҫҫӑн 50 млн тонна таран Урала тиев турттармалли калӑпӑш ӳсӗ,  ҫулсем ҫинче инкексем пулассинчен те сыхлӗ, халӑх валли 85 пин ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев трасса тунӑ чухнех ҫул-йӗр иртекен муниципаллӑ округсем социаллӑ пурнӑҫпа экономика эффектне туйса илнине палӑртнӑ. «Муниципалитетсем объектсен строительство ӗҫӗсем пынӑ чухнех экономика хӑпарса пынине туйнӑ. Харпӑр хӑй тупӑшӗ ӳснӗ. Ӗҫ укҫисемпе те вӑхӑтра тивӗҫтернӗ.  Паянхи ҫул уҫӑлнине пула Чӑваш Ен Тӗп тата Ҫурҫӗр-Анӑҫ федераци округӗсенчи хуласемшӗн ҫывӑхрах пулӗ. Автотуризм активлӑ аталанӗ. Туризм аталанӑвӗн тата автотуризм сегменчӗн тараватлӑхӗн индустрийӗсене  хута янӑ. Ҫак ыйтусене  раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче  ВДНХ-ра иртнӗ «Раҫҫей» куравӗнче федераллӑ экспертсемпе тата ытти регионсенчен килнӗ ӗҫтешсемпе автотуризм аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.  М-12 магистраль республика урлă иртекен ҫул хута кайнӑ май, Мускав – Хусан маршрутпа çуреме меллӗ. Чăваш Ен магистраль çинчи ытти хулапа çывăхлатнипе пĕрлех пирĕн регион урлă каçакан автотрасса çине лекекен пысăк тиеве, транспорт юхăмне чакарма витӗм кӳрет. Олег Николаев Раҫҫей Президентне йышӑннӑ йышӑнусемшӗн, регионсем валли уҫакан майсемшӗн тав тунӑ, ҫынсемшӗн  тата бизнесшӑн  пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем хута яма витӗм кӳнӗшӗн ырланӑ.

«Автодор» ГК  палӑртнӑ тӑрӑх, 2030 ҫул тӗлне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑрӑх пассажир юхӑмӗ 11 млн ҫынна, тиев – 18 млн тонна ҫитӗ. Ҫулсем ҫинче пулакан инкексен шучӗ 3,5 хут  чакасси те куҫ кӗретех пулӗ.



21 декабря 2023
19:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter