Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин энергетика отраслӗн

хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Энергетик кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Энергетика комплексӗ регион экономикинче тӗп вырӑнта тӑрать.

Малта пыракан технологисем ҫулсерен ӗҫе кӗреҫҫӗ, генерацилекен ҫӗнӗ хӑватсем хута каяҫҫӗ, халь ӗҫлекен сетьсем ҫӗнелеҫҫӗ.

Энергетиксен яваплӑ ӗҫне пула Чӑваш Ен энерги тухӑҫлӑхӗ енӗпе малта пыракан регионсенчен пӗри шутланать. Республика Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин энергие перекетлес енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫланин рейтингӗн чи пысӑк хаклавне тивӗҫрӗ, ҫавӑн пекех энергие перекетлемелли ӗҫсене йӗркелес тата методика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес  енӗпе лидер пулса тӑчӗ.

Раҫҫейри электротехника таварӗсен калӑпӑшӗн 40 процентӗнчен ытла пайне Чӑваш Енре туса кӑлараҫҫӗ. Пирӗн продукцие ҫывӑхри ют ҫӗршывсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ тата хапӑл туса туянаҫҫӗ.

Паян отрасль умӗнче ҫӗнӗ пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Малашлӑхра – энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗн хӑвачӗпе ӗҫлекен электростанци тӑвасси, электромобильсене зарядламалли станцисем уҫасси. Ҫакӑ пурте – «симӗс энергетикӑн» тытӑмлӑ сыпӑкӗсем, вӑл вара Чӑваш Ене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑн пӗр пайӗ шутланать тата ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне малалла ӳстерсе пымалли никӗс пулса тӑрать.

Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ               Олег Николаев

 



22 декабря 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter