Проектсене пăхса тухрĕç

Шупашкар агломерацийĕнчи пур муниципалитетра та хăйĕн ӳсĕм лапамĕ пулĕ. Çакна пĕрлешĕвĕн мастер-планĕн концепцине тĕпе хунă. Кун пирки «Урбан Про» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Александр Холоднов Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан калаçрĕç. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне хатĕрлекен «Урбан-Про» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Александр Холоднов комплекслă аталанмалли 10 проектпа паллаштарчĕ. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев вĕсене вĕçне-хĕрне çитермеллине палăртрĕ. Тĕл пулура Йăлăма аталантарасси, Çĕнĕ Шупашкарти юхан шыв портне хута ярасси, Муркаш тата Çĕрпӳ тăрăхсенче индустри паркне уçасси, Сĕнтĕрвăрринчи истори центрне çĕнетесси пирки те калаçрĕс. Вĕсем шăпах муниципалитетсен ӳсĕм лапамĕсем, экономикăна, инфраструктурăна аталанма май параççĕ. Ку проектсене çитес эрнере ДОМ.РФ пулăшнипе халăхпа сӳтсе явĕç. 



НТРК
22 декабря 2023
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter