Тачă çыхăнса ĕçлесшĕн

Чăваш Енре кăçал 35 халăх делегацийĕ пулнă. Вĕсен йышĕнче Индонези Республикинчен килнĕ ушкăн та. Вĕсем тĕп хуламăрти предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн регион ертӳçипе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç. Индонези республикин Раççĕйри посолĕ Жозе Тавареш ертсе пыракан ушкăн «Релематика», «Экра», «Четра» предприятисенче, «Куç микрохирургийĕ» филиалĕнче тата чăваш культурипе паллашатаракан вырăнсене çитсе килнĕ.

Ку маллалла тата мĕнле енсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме пултарассине палăртма пулăшĕ терĕ Олег Алексеевич. Экономикăпа инвестици хутшăнăвĕсене тата лайăхлатма шухăшлă Индонези Республикин Раççейри посолĕ Жозе Тавареш. Кунта курнă усăллă япаласене вăл кирлĕ тĕле илсе çитерме шантарчĕ. Халĕ Чăваш Ен Индонезипе малашне еплерех проектсене пурнăçа кĕртессипе план хатĕрлеме шутлать. Çитес тĕлпулусенче вĕсене çирĕплетме май та пулĕ. 2024-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш республикин ушкăне Индонезине кайма палăртать. Вĕсен патĕнче пирĕн тракторсене сутассине сӳтсе явĕç. Килнĕ хăнана чăваш кучченеçсĕр кăларса яман. Олег Алексеевич та Индонези посолне кĕнекесем тата чăваш тĕрриллĕ япала парнелерĕ. Индонези Республикин Раççейри посолĕ Жозе Тавареш та асăнмалăх парнепе тивĕçтерчĕ. 



НТРК
22 декабря 2023
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter