«Тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӗплӗн паллаштарнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» мелӗпе  19-мӗш хут эфира тухнӑ. Халӑха кӑсӑклантаракан 36 ыйту ҫине хурав пама ӗлкӗрнӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.

Ку хутӗнче ҫынсене ытларах транспорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен шӑпи, ҫитес ҫула Экологи ҫулталӑкӗ тесе палӑртни тата ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденисене тӗпрен юсав ӗҫӗсене туса ирттересси ыйтусем канӑҫ паман.    

Халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттернӗ эфир вӑхӑтӗнче Олег Николаев ҫулталӑкри чи паллӑ пулӑмсем пирки кӗскен чарӑнса тӑнӑ.  Анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – Мускавра иртнӗ «Акатуй» мероприяти, СПИК 2.0, ятарлӑ экономика зониче «Звениговский» тулли мар яваплӑ обществӑна уҫнине асӑннӑ.  Кунсӑр пуҫне Улатӑрта музей уҫни пирки те каланӑ.  

Эфир пуҫланичченех Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ чылай ыйту пухӑннӑ.  Республика Пуҫлӑхӗн телеграм-каналӗ  ҫине те ҫынсем  сахал мар хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ҫырса пӗлтернӗ.  Пӗтӗмӗшле калас пулсан, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патне 427 ыйту килсе ҫитнӗ, вӗсене палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хуравсем парса тивӗҫтерӗҫ.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ кӑларӑма ВКонтактра «Олег Николаев» страницинче,  «Олег Николаев | Чувашия» , «Чувашская Республика» тата ГТРК «Чувашия-live» YouTube-каналра  тӗплен курма пулать.     

 



25 декабря 2023
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter