«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ хастарпа, Европа шайӗнче ирттернӗ самбо спорчӗн ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫипе Олег Ивановпа пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Каҫал енри 1-мӗш шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулӑ, вӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ, «паттӑрлӑх» сӑмахӑн ӑнлавне, унӑн пӗлтерӗшӗ паянхи пурнӑҫ таппинче пысӑк вырӑн йышӑнни пирки сӳтсе явнӑ. «Хастарлӑх маншӑн – паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ӑнлавсемпе пӗр тан тӳр килсе тӑрать. Йывӑрлӑха парӑнтарас тесен, яланах питӗ тӑрӑшса ӗҫлемелле. Кирлӗ самантра туххӑмрах тӗрӗс йышӑну тума пӗлни , харпӑр хӑйне, тӑванӗсене, ҫывӑх ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗлни вӗсемшӗн парӑнса пурӑнни, яваплӑха туйса мӗн пур вӑйтан ӗҫлени те паха», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Паттӑрлӑх пирки сӑмахланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакан тыл ӗҫченеӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл тапхӑрта пирӗн мӑн асаннесемпе мӑн асаттесем хӗлле 30 градусран та сивӗрех ҫанталӑксенче шӑннӑ ҫӗре чавма тивнӗ: «Паттӑрлӑх вӑл – палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитме пӗлни, хамӑр ума лартнӑ ыйтусене татса пама тӑрӑшни те. Ӑс-хакӑл енчен пуян, пысӑк тавра курӑмлӑ ҫын яланах ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлать. Хӑюллӑ пулас тесен яланах ҫирӗп ура ҫинче тӑмалла», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.
Шкул ачисем Олег Николаев ҫарта хӗсметре тӑнипе тӑманни пирки кӑсӑкланнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенче, вӗҫевсемпе тата самолетсемпе тивӗҫтерме специалистсем хатӗрлекен вӗренӳ пайӗнче хӗсметре тӑни ҫинчен каласа кӑтартнӑ ҫамарӑксене.
Ҫавӑн пекех республика Ертӳҫи спортпа хӑҫан туслашма пуҫлани пирки каласа кӑтартнӑ. Чупассипе, бокспа, кӗрешӳ спорчӗпе яланах туслӑ пулнине хыпарланӑ. Спорт вӑл ӑс-хакӑл тӗнчине пуянланса, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетме витӗм кӳнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ ачасемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ май.
Чтарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ Олег Иванов тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ чухне уйрӑмах спорт витӗмлӗхӗ пысӑк вырӑн йышӑннине асӑннӑ. Тавра-курӑмлӑх, ӑс-хакӑл тӗнчи, спортри пысӑк ҫитӗнӳсем ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлес ӗҫре питӗ кирлӗ тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл. Ачаран спортпа туслӑ пулмалла, ҫитӗнсен вӑл хастарлӑх ҫав тери хаклӑ пулса тӑнине туйса илетӗр тенӗ спорт енӗпе малти вырӑнсене яланах пулнӑ паттӑр.