Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА»  АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Граждансене валли таварсене туса кӑларасси тата вӗсене сутасси кӑҫалхи ҫул 2021 ҫулхипе танлаштарсан виҫӗ хут ытла ӳснӗ, тӗп капитала – 281% инвестицисем хывнӑ. Чӑваш Республикин бюджет тытӑмне паракан налук тӳлевӗсем 1 млрд тенке яхӑн кӗнӗ, ку 2021 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах пулни те сисӗнет.

Кун пек ырӑ хыпарсене «ЭЛАРА»  АО Генеральнӑй директорӗ Андрей Углов  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче  пӗлтернӗ.

 Предприятинче 4 415 ҫын тӑрӑшнине хыпарланӑ  Генеральнӑй директор, кӑтарту  пӗлтӗрхинчен  474 ҫын нумайрах пулнине хыпарланӑ.  Производство анлӑланнӑ май паянлӑха тата 363 ваканси уҫӑлнине палӑртнӑ ертӳҫӗ.

«Пурӗ 474 ҫын хутшӑнни, предприятин тухӑҫлӑхӗ ӳснине палӑртать.  Апла пулсан, кунта тӑрӑшакансем пысӑк профессионалсем пулни те куҫ кӗретех.  Тепӗр тесен, предприятинче пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурри те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Предприятийӗн пуласлӑх планӗ те пысӑк.

2023 ҫулта «ЭЛАРА» «5-мӗш № -лӗ Гимназире» электротехника моделированийӗн лабораторине вырнаҫтарнӑ. «Ҫамрӑк профессионалсем» чемпионатсене хутшӑнакансене хатӗрлесси тата шкул ачисем хушшинче турнирсем ирттересси те кулленхи планрах вӗсен.  Завод партнерӗсем  И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти институчӗ, унта лабораторисем йӗркелесе 25 ӗҫ вырӑнӗ  туса панӑ. 2022 ҫулта предприятие 200 студент килнӗ, 2023 ҫулта  300 ҫын. Апла пулсан, вӗсем патне ӗҫе вырнаҫас текенсем те сахал мар.

2023 ҫулта «ЭЛАРА» АО  150 ытла ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Фонд пулӑшӑвне те самай туять предприяти.

«ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗ Андрей Углов сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапларах каланӑ: «Чӑваш Республикин промышленноҫа аталантаракан фондне, сире тата республика Правительствине  предприятине тӗрев панӑшӑн тав тӑвасшӑн. Предприяти валли ҫӗнӗ хатӗр туянтӑмӑр»,  тенӗ вӑл.



27 декабря 2023
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter