Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ертсе пынипе ирттернӗ  РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче  хальхи вӗрентӳ тытӑмӗнче педагогпа наставник рольне тата престижне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ мерӑсене сӳтсе явнӑ.

 «Чи пӗлтерӗшлӗ ыйту – педагогсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатасси.  Ӑна тӗпе хурса кӑҫалхи ҫул учитель прависене хӳтӗлеме пулӑшакан чылай саккун йышӑнӑвӗ тунӑ. Ҫавӑн пекех педагогсен форумӗсене, професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсене  сахал мар ирттерме палӑртнӑ. Апла пулсан пӗтӗм ҫӗршыври вӗрентекенсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама тата вӗсене ӗҫпе тивӗҫтересси те анлӑланчӗ»  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Владимир Путин.

Ҫӗршыв Пуҫлӑхӗ вӗрентекенсен шалу укҫине лайӑхлатма тата ҫулсерен «Ҫулталӑк наставникӗ» преми йӗркелеме сӗннӗ.

Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗ патне тӑратнӑ материалӗсенче, Чӑваш Енре  наставниксем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнине, вӗсене хавхалантарассипе те лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӗрентекенпе наставник ҫулталӑкӗнче республикӑра пӗлӳ сферинчи ҫитӗнӳсене пӗтӗмлетнине, шкулсене модернизацилессипе, классене ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатассипе тата методика материалӗсене  кӑсӑклӑрах тӑвассипе чылай тӑрӑшнине асӑннӑ. «Тивӗҫлӗ стандартсем хатӗрлесе учебниксемпе методика пособийӗсем кӑларса тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре курӑмлӑ ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫакӑ пире федераци шайӗнче  пысӑк хисепе тивӗҫме витӗм кӳчӗ. Республикӑра иртсе пыракан ҫула Телейлӗ ачалӑха халалланӑ. Вӗрентӳ, воспитани процесӗнче ҫӗнӗ идейӑсемпе меслетсем йӗркелерӗҫ, ачасене пултарулӑх ӗҫӗнче, спортра   ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма  пулӑшрӗҫ»,   тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.

Ҫавӑн пекех ларӑва хутшӑннисем учитель профессийӗн ят-сумне ӳстермелли мерӑсем пирки сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Ен вӗренӳ енӗпе регион-лидерсенчен пӗри шутланать. Паян вӑл «Вӗрентӳ» наци проектӗнче палӑртнӑ стратеги задачисене пурнӑҫлассипе ӗҫлет. 20 пин ытла педагогика ӗҫченӗ ку сферӑра вӑй хурать, вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшне нумай ҫул  яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнӑ.

 



28 декабря 2023
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter