«Чӑваш Енри шкулсене шкул автобусӗсемпе туллин тивӗҫтернӗ», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ

«Чӑваш Енри шкулсене шкул автобусӗсемпе туллин тивӗҫтернӗ», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑри 21 муниципалитетра вӗренекенсене турттарма 49 ҫӗнӗ шкул автобусӗн уҫҫисене панӑ.

Шупашкар муниципалитет округне 6 автобус панӑ, Патӑрьел – 5, Элӗк, Вӑрнар, Каҫал ен, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк  муниципаллӑ округсене 3-шер, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне округӗсене – 2-шер, Шупашкарпа Канаш хулисене, ҫавӑн пекех Улатӑр, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Тӑвай муниципаллӑ  округсене – пӗрер автобус лекнӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин ведомство учрежденийӗсем 4 автобус  тивӗҫнӗ.

«Эпир кирлӗ пек мӗнпур шкулсене пӗтӗмпех автобуссемпе тивӗҫтертӗмӗр.  Енчен те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫитменлӗхсем тӑрса юлнӑ пулсан, вӗсем патне каялла таврӑнса ыйтӑва уҫӑмлатма та хатӗр. Ҫӗнӗ автобуссем – пирӗн регионти вӗрентӳ процесӗн пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Вӗсем ачасене шкулсене ҫитме  пулӑшаҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  «Пӗр сӑмахпа калас пулсан, паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе вӗренме регионта условисем пурри те куҫ кӗретех. Эпир Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн пуҫарӑвӗсене пула шкул пӗлӗвне малалла та йӗркеллӗн аталантарса пыратпӑр.  Шкулсене тӗпрен юсани вӗренӳ заведенийӗсене ҫӗнетсе пыни, пысӑк хуласемпе пӗчӗк ялсенчи ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ илме пӗр тан условисем туса пама май параҫҫӗ»,  – тенӗ вӑл.

Регион Ертӳҫи вӗрентекенсене  профессионализмшӑн тав тунӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем ҫулсерен нумайланса пыни сирӗн  паха ӗҫ опытне тепӗр хут ҫирӗплетсе парать тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Енре 362 ятарлӑ автобус шкулсене ҫити 13,5 пин ытла ачана  кунсерен турттарать.

Юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш Енри шкул автобусӗсен паркне 171 единица техникӑпа ҫӗнетнӗ. Вӗсенчен, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, 2023 ҫулта 78 автобус  илсе килнӗ региона, 2022 ҫулта – 55, 2021 ҫулта – 31. Республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе 2023 ҫулта 3 шкул автобусӗ туяннӑ.



29 декабря 2023
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter