Ҫарти ветерансен паттӑрлӑхӗ Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен хальхи ăрăвĕшĕн чи ҫутă тĕслĕх пулнине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫарти ветерансен паттӑрлӑхӗ Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен хальхи ăрăвĕшĕн чи ҫутă тĕслĕх  пулнине  палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗлпулу ирттернӗ.  Регион Ертӳҫи вӗсемпе  пуласлӑх пирки канашланӑ,  пурнӑҫра тӗл пулакан хӑш-пӗр самантсене сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев  ҫӗршыва сыхлакансене тав сӑмахӗсем каланӑ, паттăрлăхшăн, ҫирĕплĕхшĕн, харсăрлăхшăн мухтанӑ. Ҫарти паттăрлăх  – Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен хальхи ăрăвĕшĕн чи ҫутă тĕслĕх пулнине асӑннӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене кулленех тимлӗх уйӑрнине, вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине вӑхӑтра хурав панине те пӗлтернӗ.  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса, таса чунпа пурнӑҫлани куҫ кӗретех.  Вӗсен паттӑрлӑхӑ ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ кирӗ, вӗсен хӑюллӑхӗ ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑнине те тепӗр хут палӑртса каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.  СВО ветеранӗсен паха кӗрешӳ опычӗ ҫамрӑка патриотла воспитани парас ӗҫре уйрӑмах кирлине те асӑннӑ Ертӳҫӗ.

«Ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫленӗ май «Авангард» патриотсен центрӗн ӗҫ-хӗлне систематизацилеме, «Ҫамрӑк армеецсем» юхӑма аталантарма чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. «Паттӑрсен вӑхӑчӗ», «Ӑмӑрткайӑксем» проектсемпе хастар ӗҫленӗ, вӗсем пурнӑҫа анлӑн кӗчӗҫ.

Чӑваш Ен Правительстви ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата  «ВОИН» патриотизм туйӑмне ӳстерме пулӑшакан  центрпа граждансене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас сферӑра пӗрле ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫитес ҫул Центрӑн регионти уйрӑмне ӗҫлеттерме палӑртнӑ, пур шкулта та пуҫламӑш ҫар хатӗрленӗвӗн урокӗсене ирттерӗҫ»,  – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ уҫӑ калаҫӑва пухӑннӑ ентешсене. 

Чӑваш Ен Ертӳҫи ҫар хӗсметне  тӑма каяс текенсене валли республикӑра  ятарлӑ пункт йӗркелени пирки те хыпарланӑ. Ҫитес ҫулсенче республикӑн ҫар комиссариачӗсен мӗнпур уйрӑмӗсене хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан тытӑмпа тӳр килтерсе тӑма палӑртни ҫинчен кӗскен каласа хӑварнӑ вӑл.



30 декабря 2023
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter