Чӑваш Енре пуҫласа креативлӑ индустри шкулӗ уҫӑлнӑ

Чӑваш Енре  пуҫласа креативлӑ индустри шкулӗ уҫӑлнӑ

2024 ҫулта  кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пӗрремӗш 120 вӗренекен валли вӗренӳ тапхӑрӗ пуҫланать. Ҫулсерен 60-шар ҫынна  вӗренме илме палӑртса хунӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн базинче креативлӑ индустри шкулне  хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.  6 студи – дизайн, фото-тата видеопроизводство, анимаци тата 3D графика, VR тата AR интерактивлӑ цифра технологийӗсене, хальхи электронлӑ кӗвӗ, сасӑ режиссурисене – «Раҫҫейре пуҫарнӑ» проект шайӗнче йӗркеленӗ.

«Кунта ачасем ушкӑнра пӗрне-пӗри пулӑшса, хӑйсен тавра-курӑмлӑхне аталантарма пултарайраҫҫӗ. Ултӑ студире вӗсем виртуаллӑ чӑн пурнӑҫа тата искусствӑлла интеллекта тӗпе хурса хальхи йышши апат-ҫимӗҫ туса парӗҫ.

Чӑваш Республикин пултарулӑхпа культура аталанӑвӗн компетенцийӗсен центрӗ пулса тӑракан институт умӗнче эпир  капмар пысӑк тӗллевсем лартатпӑр, креативлӑ индустри шкулӗн уҫӑлнӑ майӗсемпе усӑ курса хальхи вӑхӑтри мультимеди ӗҫӗсене йӗркелетпӗр, вӗсем ҫынсене пирӗн наци йӑли-йӗркине тарӑнрах паллашма, Чӑваш Ене тата та ытларах юратма витӗм кӳрӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

12 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем валли креативлӑ индустри шкулӗнчи программӑна 2 ҫуллӑха шута илнӗ. Ачасене тӳлевсӗр вӗрентӗҫ.   Вӗренӳ тапхӑрӗнче искусствӑпа цифра технологийӗсене тӗпе хурӗҫ, программа кӑсӑклӑ пулӗ. Вӗсене чӑваш наци культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата аталантарас, ӑна цифра ҫине куҫарса трансформацилес тӗллевпе йӗркеленӗ.

 



30 декабря 2023
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter