Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Эпир 2023 ҫулпа сыв пуллашатпӑр.

Вӑл пирӗнтен кашниншӗнех тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑмпа, паллӑ пулӑмсемпе тата лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе асра юлчӗ.

Ҫапах та эпир пурсӑмӑр та пӗр шухӑшпа ҫунатлантӑмӑр – тӑванла Украина территорийӗнче неонацизма ҫӗнтерессине тивӗҫтерессишӗн пурте пӗрле тӑрӑшрӑмӑр.

Пирӗн пиншер ентеш алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӗв турӗ.

Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче, кулленхи тӗллевсене пурнӑҫласа, нимрен хаклӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн курӑмлӑ тӳпе хыврӗ, хывать те.

Республика Правительстви, ҫӗршывӑмӑр Президенчӗн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫласа тата аталантарса, тӑшманпа ҫапӑҫакан ҫар ҫыннисене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисен членӗсене те пулӑшас тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвать, ку ӗҫе малашне те тивӗҫлипе пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Ҫӗршывӑмӑршӑн ансатах мар вӑхӑтра пурте пӗр шухӑшлӑ пулнӑшӑн сире пурне те чун-чӗререн тав тӑватӑп.

 Пире хирӗҫле хаяртан та хаяр санкцисем йышӑннине, экономикӑра тата информаци тӗлӗшӗнчен пусарнине пӑхмасӑр, Чӑваш Ен пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле кашни ҫыншӑн шутсӑрах кирлӗ ӗҫсемпе проектсене пурнӑҫа кӗртет.

 Ку вӑл ҫӗршер ҫухрӑм ҫулсем, ҫӗнӗрен тунӑ тата юсанӑ шкулсем, культурӑпа спорт объекчӗсем, йӗркеленӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем. Малашнехи плансен шутӗнче – палӑртса хунӑ  ӗҫсене малалла тӑсасси кӑна мар, тӗллевсене пурнӑҫлассин хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырасси.

 Хаклӑ туссем!

Хамӑрӑн пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫе пула эпир сирӗнпе республика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе савӑнатпӑр. Промышленность хӑвачӗ 26 процент чухлӗ ӳсет, ӗҫ укҫи – 20 процент ытла, чӑн кӑтартупа вара – 14 процент ытла. Бюджет тупӑшӗсем пысӑкланаҫҫӗ, апла пулсан, малалла аталанма тата граждансене пулӑшу пама  ҫӗнӗ майсем йӗркеленеҫҫӗ.

 Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене аталантарма чи лайӑххипе усӑ курасси тата ҫитӗнекен ӑру валли ҫӗнӗ майсем туса парасси. Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче тата Раҫҫейри Педагогпа наставник ҫулталӑкӗнче эпир питӗ нумай турӑмӑр. Ку ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулӗнче те, республика шайӗнче пӗлтернӗ Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗнче те малалла тӑсӑпӑр.

Ҫирӗп аталанӑвӑн хальхи хӑвӑртлӑхӗсем, палӑртса хунӑ пысӑк плансем тата хамӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тӑтӑшах пулӑшса пыни пирӗн пурте ӑнассине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ӗненме шанчӑк кӳреҫҫӗ!

 Хаклӑ ентешсем!

Сире ҫывхарса килекен 2024 ҫул ячӗпе саламлатӑп!

2024 ҫул ӗненӳ, шанчӑк, юрату паллипе ирттӗр, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен, ҫутӑ та кӑсӑк пулӑмсен тапхӑрӗ пулса тӑтӑр. Ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сире!

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ              Олег Николаев



30 декабря 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter