Чӑваш Енпе паллашма туристсем кӑҫалхи ҫул пӗлтӗрхинчен чылай нумайрах килнӗ

Чӑваш Енпе паллашма туристсем кӑҫалхи ҫул пӗлтӗрхинчен чылай нумайрах килнӗ

Кӑҫал тӑхӑр кун хушшинче республикӑна 40 пине яхӑн турист килсе кайнӑ. 

 «Енчен те 2023 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене 22 пин ҫын  пирӗн республикӑна килме кӑмӑл тунӑ пулсан, кӑҫал 40 пине яхӑн ҫын Чӑваш Республикине килнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем. Хӑна ҫурчӗсенче пурӑннисен йышӗ пӗлтӗр 40 процент пулнӑ,  кӑҫал кӑтарту 55 процент патнелле ҫывхарнӑ. Ҫак кӑтартусем туристсемшӗн  Шупашкар тата Чӑваш Республики питӗ кӑсӑклӑ пулнине ҫирӗплетет», – тенӗ,  Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин экономика министрӗ Дмитрий Краснов.

Республикӑра 2023 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен 1600 ытла Ҫӗнӗ ҫулпа раштав уявӗсене халалласа мероприятисем ирттернӗ.  Ача-пӑчасене валли  тӗрлӗ конкурссем, аслисене валли концерт программисем пулнине пӗлтернӗ Чӑваш  Республикин Культура министерстви. Мероприятисене 280 пин ытла  ҫын хутшӑннӑ.  Ытти мероприятисене те сахал мар ҫитсе курнӑ республикӑра пурӑнакансемпе пирӗн тӑрӑха килнӗ хӑнасем.

Социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен центрсенче тӑрӑшакансем 70 ытла мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. Чӑваш Республикин Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура пулнӑ ачасем валли 4 пысӑк мероприяти йӗркеленӗ, унта 1400 ытла ача, вӑл шутран  500 инвалид-ача хутшӑннӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисенчи ачасем валли кӑсӑклӑ мероприятисем туса панӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ,  Ҫӗнӗ ҫул парнисене хатӗрлеме республикӑри «ПӖРЛЕ» фонд пулӑшнӑ.

Шкулсем ҫумӗнчи 160 ытла лагерь 32 пин ача валли физкультурӑпа спорт, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет, туристпа краеведени мероприятийӗсене «Орлята России» программӑна тӗпе хурса ирттернӗ. «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗсем квестсемпе мастер-классем йӗркеленӗ. Вӗсене хутшӑнакансен йышӗ те сахал мар пулнӑ, кӑтарту 600-тен те иртнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Спортпа сывлӑх декади» акцине тӗпе хурса 2024 ҫулта кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен Чӑваш Республикин мӗнпур муниципаллӑ округӗсенче   чылай спорт мероприятийӗсем  йӗркеленӗ, унта 140 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Йӗлтӗрпе чупма, хоккей выляма кӑмӑл тӑвакансем те сахал мар, физкультурӑпа спорт комплексӗсене ҫӳрекенсем те йышлӑ пулнӑ.  Чӑваш Ен Спорт министерствине пӑхӑнакан организацисем республикӑри спорт объекчӗсенче 40 пин ҫын валли 90 ытла физкультурӑпа спорт мероприятийӗ ирттернӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, спорта кӑмӑл тӑвакансем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем чылай пулнӑ, 700 яхӑн Ҫӗнӗ ҫул ӑмӑртӑвӗсем, шкулти спорт клубӗсен хушшинче турнирсем иртнӗ. «Культура, спорт, вӗрентӳ енӗпе нумай мероприяти ирттернӗ. Палӑртса хӑвармалла, вӗсем  питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Ҫынсем пушӑ вӑхӑтсене усӑллӑ ирттерни куҫ кӗретех.   Мероприятисене пысӑк шайра йӗркеленӗшӗн,  халӑха  хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернӗшӗн тав сӑмахӗсем калатӑп», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.



09 января 2024
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter