Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Покуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Покуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, патшалӑх интересӗсене тата граждансен прависене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр.

Сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑр, ҫирӗп кӑмӑллӑхӑрпа хастарлӑхӑр, ҫынсемпе яланах тимлӗ пулни, хӑвӑра йӗркеллӗ тытни тата принциплӑ пулни регионти право ҫирӗплӗхне тивӗҫтереҫҫӗ. Республика ертӳлӗхӗ сирӗнпе пӗрле граждансен прависене тата вӗсен саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлеме яланах хатӗр. Чӑваш Ен прокуратурипе Министрсен Кабинечӗн пӗрлехи ӗҫне пула пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли тӑлӑх ачасен шучӗ ӳсессин туртӑмне чарма май килчӗ: юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернин шайӗ республикӑра пӗрре ҫурӑран ытла ӳснӗ, 909 ҫын хваттер илнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене ҫӑмӑллӑхсем кӳмелли право мелӗсене туса хатӗрленӗ тата вӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ куратпӑр.

Тивӗҫе парӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑллӑ тата принциплӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп. Прокуратура ветеранӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Сирӗн ырӑ тӗслӗхӗр ӗҫченсен ҫӗнӗ ӑрӑвне Тӑван ҫӗршыва тата халӑха чунтан парӑнса ӗҫлеме хавхалантарать.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чун ҫирӗплӗхне тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев



12 января 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter