Чӑваш Ен Правительствипе Прокуратура ӗҫченӗсен пӗрлехи ӗҫне пула, граждансен прависене хӳтӗлесси аванрах пулса пырать тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Респукбликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Правительствипе Прокуратура ӗҫченӗсен пӗрлехи ӗҫне пула, граждансен прависене хӳтӗлесси аванрах пулса пырать тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Респукбликин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ прокуратура ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Регион Етӳҫи республика прокуратуринче тӑрӑшакансене кулленхи  пархатарлӑ ӗҫшӗн ырланӑ, граждансен Раҫҫей Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗ­хӗсене хӳтӗлессинче, обществӑпа патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлассинче хастар тӑрӑшнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.  

 «Пирӗн пӗрле пурнӑҫӑн мӗнпур тапхӑрне кулленех тӗрӗслевре тытма тивет. Проекта пурнӑҫлама пуҫласанах, ӑна мӗн вӗҫне-хӗрне тухичченех асӑрхавра тытмалла. Объектсене тӗпрен юсав ӗҫӗсене тунӑ чухне, социаллӑ объектсене хута янӑ тапхӑрта, шкулсене, культура пӗлтерӗшлӗ объектсене тӗпрен юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне те уйрӑмах тимлӗ пулма тӑрӑшмалла.  Ҫул-йӗрсене тирпейлесе сарассипе пулса пыракан ӗҫсене те кулленех тӗрӗслевре тытмалла», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче мероприятине пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ право йӗркине пӑсакансене тишкернине тӗпе хурса пӗрлехи ыйтусене, уйрӑмах нормативлӑ право енӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑхлатса пымаллине палӑртнӑ. «Пирӗн  пӗрлехи ӗҫсен калӑпӑшӗ пысӑк. Хӑш-пӗр ӗҫсене ытларах  цифровизаци ҫине куҫармалла.  Кулленхи  пурнӑҫа искусствӑлла интеллекта кӗртни пысӑк майсем уҫать», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Чӑваш Енӗн Прокуратурипе  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗрле тӑрӑшнипе  тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ӗҫ  кирлӗ пек шайра пулса пырать.  Юлашки виҫӗ ҫулта республикӑра тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ уйрӑмах лайӑхланнӑ,   909 тӑлӑх  ҫурт-йӗр илнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерес ӗҫре нормативлӑ право ӗҫ хучӗсемпе кирлӗ пек шайра усӑ курса пыни те куҫ кӗретех.

 «Эпир халӑхӑн ытти категорийӗсене те пулӑшусемпе тивӗҫтерессине анлӑлатса аталантарса пырассипе хастар ӗҫлетпӗр. Аса илтеретӗп, Раҫҫей Президенчӗ «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» Фонда ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе йӗркелени ҫинчен калать. Афганистанра тата ытти хӗрӳ линисенче пулнӑ  ветерансене, ҫав шутра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисене те ӳлӗмрен витӗм кӳрӗ ҫӳлерех асӑннӑ фонд.  Кунта пирӗн сирӗнпе  ӗҫсене вӑраха тӑсса пурнӑҫлама ирӗк ҫук. Йӑнӑш тума та пултараймастпӑр»,  – тенӗ  республика Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев.

Регион Пуҫлӑхӗ республикӑн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе прокуратура ӗҫченӗсем уҫҫӑн кулленех хутшӑнса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явни, малашне пӗлтерӗшлӗ пулассине шанса каланӑ. Пӗрлехи тухӑҫлӑ ӗҫ регионти ӗҫлӗхлӗ хастарлӑха хавхалантарнине, экономикӑна хӑвӑрт аталантарма лайӑх майсем йӗркеленине, ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туйни ҫине лайӑх витӗм кӳнине, ҫирӗплӗхе тивӗҫтернине палӑртнӑ вӑл.

 Чӑваш Республикин прокурорӗ Эдуард Гиматов  хӑйӗн  сӑмахӗнче пӗрехи ӗҫсене пула,  предприятисемпе организацисен 21 миллион ытла тенкӗлӗх  халӑх умӗнчи парӑмне саплаштарма май килнине палӑртнӑ. Организацисене  вӑхӑтра тухса тӗрӗслевсем ирттернине пула, кун пек кӑтартусем патне ҫитнине асӑннӑ вӑл.

Наци проекчӗсене тӗпе хурса пурнӑҫланакан  30 ытла социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объекта вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме, объектсене реконструкциленӗ чухне те хӑш-пӗр ыйтусене уҫӑмлатма  витӗм кӳнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.   Прокуратура ӗҫченӗсемпе влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пайӗнче тӑрӑшакансен ӗҫне пула ҫар служащийӗсен регионта пӗр хучен парса тивӗҫтермелли  укҫа тӳлевне илме прависене хӳтӗлеме май килнине те каланӑ вӑл.

Наци проекчӗсене пурнӑҫланине, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, тулли мар мобилизацие йӗркелесе ирттернине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑрасси, коррупципе кӗрешесси – ҫак тата ытти нумай-нумай ӗҫ ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхма кирлине те тепӗр хут палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ сӑмаха пӗтӗмлетнӗ май.

Ҫул ҫитменнисен, пенсионерсен, сусӑрсен прависене хӳтӗлессипе ӗҫсем малалла та пулса пынине асӑннӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май Эдуард Гиматов.  Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнисене  патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата пархатарлӑ ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннӑ.



15 января 2024
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter