Чӑваш Ене хӑватлӑ аталанма пулӑшакан потенциаллӑ проектсен реестрне хатӗрленӗ

Чӑваш Ене хӑватлӑ аталанма пулӑшакан потенциаллӑ проектсен реестрне хатӗрленӗ

Правительство ҫуртӗнче иртнӗ стратеги сессийӗнче экспертсем экологи тата климат проекчӗсен потенциалне уҫӑмлатнӑ, бизнесӑн социаллӑ проекчӗсене тата пурнӑҫа кӗртмелли регионти практикӑсене сӳтсе явнӑ, ҫавӑн пекех ҫирӗп аталану проекчӗсене пурнӑҫламалли опыта пӑхса тухнӑ.

ESG-дизайн-сессире 35 проекта сӳтсе явнӑ, вӗсенчен 18-шӗ ҫирӗп аталану проекчӗсен реестрне кӗнӗ. 

 «Кашни сферӑна пырса тивекен проект тухӑҫлӑх пуласса шантарать. Ҫынсем пурнӑҫра ырӑ улшӑнусем туйччӑр тесен пысӑкрах та пысӑкрах тӗллевсем лартмалла, проектсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ майсем тупма тӑрӑшмалла,  малалла ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлмалла. Хушма укҫа-тенкӗ шучӗпе халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан тӗллевсене хӑвӑрт пурнӑҫа кӗртме тата бизнеса аталантармалли ҫӗнӗ майсем туса пама пултаратпӑр», - тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Стратеги сессийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх реестра Чӑваш Республикин ҫирӗп аталанӑвӗн ҫак потенциаллӑ проекчӗсем кӗнӗ, вӗсем:

 «Тавралӑх» темӑпа сӗт-ҫу тирпейлессинче, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре энергоэффективлӑ технологисен тытӑмне хатӗрлесе ӗҫе кӗртесси, импорта улӑштарас тӗллевпе ҫӗнӗ техӗмлӗ хӑмла сорчӗсем йӗркелесси,  йӑлари хытӑ каяшсен регионти кадастрне тытса пымалли процессене автоматизацилесси, экологи мониторингӗн автоматизациленӗ тытӑмне хута ярасси, GoECO - ассенизатор онлайн заказне хатӗрлесси, шывсене тасатмалли сооруженисене, электричество транспорчӗн инфраструктурине модернизацилесси, газомотор топливипе усӑ курассине анлӑлатасси тата ытти проектсене шута илнӗ.

«Социаллӑ сфера» темӑпа: «перекетлӗ поликлиника» стандартне ӗҫе кӗртесси, 18 ҫултан аслӑрах сусӑрсене валли нумай профильлӗ реабилитаци центрӗ йӗркелесси, Чӑваш Республикин професси пӗлӗвӗ паракан тата халӑх аталанӑвӗн траекторийӗн экотытӑмне йӗркелесси, Чӑваш Республикин ҫирӗп аталанӑвӗн интересӗсемшӗн ӗҫтешлӗхе тӗпе хурса ӗҫлессипе ҫыхӑннисем малти вырӑна тухнӑ.

«Патшалӑх управленийӗ тата экономика аталанӑвӗ» темӑпа Чӑваш Республикинче экотытӑм ӗҫне пуҫарса ярасси, когенераци объекчӗсене хута ярасси тата вӗсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарасси  «Цифрӑллӑ электричество ярӑмӗсем» электричество сечӗсен пӗрлехи диспетчер службин упрпавленийӗн информаци тытӑмне йӗркелесси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.



17 января 2024
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter