М-7 трасса ҫывӑхӗнче пӗрремӗш электрозаправка комплексне хута янӑ

М-7 трасса ҫывӑхӗнче пӗрремӗш электрозаправка комплексне хута янӑ

Станци М-7 автоҫулӑн 620-мӗш ҫухрӑмӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Тереҫ ялӗ ҫумӗнче , «Ҫеҫпӗл»  акционерсен хупӑ обществи умӗнчи парковка ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Станцире  тӗрлӗ еннелле каякан электромобильсене пулӑшупа тивӗҫтерме условисем туса панӑ.  

Кунӗ-ҫӗрӗпе  электромобильсене электрозаправкӑпа тивӗҫтерекен комплекса уҫнӑ ҫӗре  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев,  «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская, «Ҫеҫпӗл» ЗАО генеральнӑй директорӗ Владимир Бакшаев, Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗ Борис Марковцов, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов  хутшӑннӑ.

Объекта Чӑваш Республикин Правительствипе «Трансэнергопром» ГК хушшинче алӑ пуснӑ килӗшӗве тӗпе хурса хута янӑ.  Станцире харӑсах виҫӗ электромобиле пулӑшупа тивӗҫтерме условисем туса панӑ. Машинӑсене тулли зарядка парас пулсан, пӗр сехет те иртмӗ,  енчен те вара ҫурри кӑна заправка тӑвас пулсан темиҫе минут кӑна иртӗ.

 «Пирӗн тӗллев – тавралӑх тасалӑхне упрасси.  Пирӗн пурнӑҫа  ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ технологисем вирхӗнсе кӗреҫҫӗ.  М-7 трасса ҫинчи пӗрремӗш станци – Чӑваш Республикинче  машинӑсене зарядкӑпа тивӗҫтермелли  инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарассипе пысӑк программӑна тӗпе хурса пурнӑҫланнӑ. Регионта вӗсен шучӗ ҫитес ҫулсенче икҫӗре яхӑн ытла пулмалла. Ҫакӑн пек инфратытӑм йӗркелесе пыни автомобильсен паркне ҫӗнетессине витӗм кӳрӗ,  машинӑсене электричествӑпа тивӗҫтерме пулӑшӗ» , – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикинчи пӗрремӗш электрозаправка комплексне Шупашкар хулинче 2023 ҫулта кӑрлач уйӑхӗнче хута янӑ. 

 «Эпир Шупашкар варринче вырнаҫнӑ ТЭП ГК пӗрремӗш комплексӗ тӑрӑх кашни уйӑхра  статистика тӑватпӑр. Регионти экотранспорт чӑнах та аталаннине, вӗсемпе сахал мар усӑ курнине куратпӑр, ҫавӑнпа электрозаправка инфраструктурипе республикӑна туллин тивӗҫтерме палӑртатпӑр, ҫӗнӗ ЭЗС тума  пуҫличчен,  тепӗр объектпа ҫыхӑнтаракан трассӑн ҫухрӑмне те шута илме тӑрӑшатпӑр. Регионта чи сахал хӑватлӑ электрокара валли те пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫитме ансат пулӗ»,  – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская.

Чӑваш Енри «симӗс» энергетика аталанӑвӗн стратегийӗ икӗ ҫул хушшинче региона ҫӗршывӑн экологи энергетика инфратытӑмӗн центрӗ тума, малашлӑхра вара – пӗчӗк генерацисем тӑвас шутпа республикӑн энергетика комплексӗн автономи шайне ӳстерме, инвестици климатне лайӑхлатма май парӗ.

Чӑваш Енре 2030 ҫул тӗлне  электромобильсене валли ятарлӑ станцисен шутне 200 ытла яхӑна ҫитерме палӑртса хунӑ.   Паллӑ, вӗсенчен ытларах пайӗ 124-шӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулӗ, ытти 80-шне Чӑваш Енри хуласемпе муниципаллӑ округсенче, ҫавӑн пекех М-7 тата М-12 федераллӑ трассӑсен участокӗсенче вырнаҫтарма тӗллев лартнӑ.  Паянхи куна илес пулсан,  республика Правительстви 189 станци вырнаҫтарма ятарлӑ вырӑнсене ҫирӗплетнӗ.

Пӗлме: Чӑваш Республикинче  50 электромобиль шутланать. 2030 -мӗш ҫулсем тӗлне  Чӑваш Енӗн Минпромэнерго прогнозӗсем тӑрӑх кӑтарту 4 170 ҫитме пултарасси те паллӑ.  



17 января 2024
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter