Олег Николаевпа Игорь Комаров Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ

Олег Николаевпа Игорь Комаров Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раççей  Федерацийӗн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Игорь Комарова республикӑн 2023 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата 2024 ҫулхи приоритетлӑ тӗллевсем ҫинчен, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Президентне  суйламалли сасӑлава пуш уйӑхӗн 1517-мӗшӗсенче ирттерме епле регион хатӗрленнине пӗлтернӗ.

Чылай кӑтартупа Чӑваш Ен малтисен ретӗнче тӑнине, ҫитӗнӳсем пысӑк пулнине палӑртнӑ  РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳлӗмрен те чакармалла маррине асӑннӑ вӑл, мӗншӗн тесен 2024 ҫул Раҫҫей регионӗсемшӗн, ҫав шутра Атӑлҫи округӗшӗн те яваплӑ шутланнине каланӑ Полномочиллӗ представитель.

 «Обществӑпа политика лару-тӑрӑвне  аван тесе хаклама пулать.  Тӗрлӗ санкцисене,  ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче тепре чухне пулса иртекен хӑш-пӗр кӗтменлӗхсене пӑхмасӑрах, пур-пӗрех ҫӗршыв малалла ӑнтӑлать, вӑл шутран регион та пысӑк кӑтартусемпе ӗҫлесе пыни куҫ кӗретех»,  тесе палӑртса каланӑ  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров.

 «Олег Алексеевичпа хӑш-пӗр  уйрӑм кӑтартусем пирки тӗплӗнрех сӳтсе яврӑмӑр, чӑнласах та, ҫитӗнусем пысӑк республикӑн. Экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗсене илес пулсан, ырӑ улшӑнусем пулса пыни паллӑ.  Промышленноҫ производствин ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗ  Атӑлҫи округӗнче анчах та мар, Раҫҫейӗпе те вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ҫавӑн пекех республикӑна  инвестицисем явӑҫтарассипе хастар ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Строительство ӗҫӗсен  хӑвӑртлӑхӗ ӳснине куратпӑр. Вӗсем малалла аталанма пысӑк база йӗркелеҫҫӗ , кулленех вӑй илсе пыма пулӑшаҫҫӗ. Ку вӑл шӑпах та, регионсене валли палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланине ҫирӗплетет»,  тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров.

Комплекслӑ майпа тӗрев панипе, Правительство пулӑшнипе регионӑн экономикинче ырӑ улшӑнусем пулнине  уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Промышленноҫпа ял хуҫалӑхне ҫирӗппӗн аталантарма, тӗп капитала инвестицисем хывма, строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама тата ҫурт-йӗр хута яма  сахал  мар курӑмлӑ ӗҫсем туса ирттернине те асӑннӑ  республика Пуҫлӑхӗ.

«2023 ҫулта эпир комплекслӑ  наци проекчӗсемпе хастар ӗҫленине кура ӳсӗм тума май килчӗ. Шӑпах вӗсем пире республика валли тӗрлӗ сферӑра пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫлама тӗрлӗ майсем уҫса пачӗҫ, ҫакӑ бизнеса пулӑшса пычӗ. Социаллӑ сферӑна аталантарассипе кӑтартусем рысӑк. Сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ тата культура пайӗнче ӳсӗмсем  пур.  Малалла каяс тесе, эпир хамӑр валли лайӑх платформа турӑмӑр. Кунта ҫӗршыв Президенчӗ пирӗн ума лартакан тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесси, наци проекчӗсене тепӗр тапхӑра валли пурнӑҫа кӗртме хатӗрлесе тӑратасси. Палӑртса хунӑ мӗнпур тӗллевсене  халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса ӗҫлӗпӗр»,  тенӗ вӑл.  

Малтанлӑха пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, промышленноҫ производствин индексӗ 2023 ҫулта  127 процентпа  танлашнӑ, кӑтарту федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пысӑкки.

Строительство енӗпе кӑтарту  124,7% ҫитӗ, ПФО регионӗсем хушшинче  виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать республика.  Республика бюджечӗн тупӑш пайӗ 13,5% ытла ӳснӗ, ҫав шутра харпӑр хӑй тупӑшӗ  23 процента яхӑн хӑпарнӑ.

2020 ҫултанпа  регионта ӗҫсӗррисен шучӗ  виҫӗ хут ытла чакнӑ, ӗҫ укҫинн виҫи те самаях ӳсни курӑнать.

2020-2024 ҫулсем валли  йышӑннӑ социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пула Чӑваш Енре халӑх валли чылай ӗҫ вырӑнӗ хатӗрленнӗ.  2022 ҫулта  республикӑра 15 пине яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ ҫынсене валли тунӑ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫлакан нацпроектсен шайӗнче 2023 ҫулта 81 объекта юсаса ҫӗнетнӗ, 118,4 ҫухрӑм автомобиль ҫулӗсене ҫӗнетсе сарнӑ, 8,5 пин тӑваткал метра яхӑн авариллӗ ҫурт-йӗре пӑрахӑҫласа 605  ҫынна ҫӗнӗ хваттерсемпе тивӗҫтернӗ.

Чӑваш Енре сасӑлава хутшӑнма мӗнпур условисене туса панӑ. Ыттисемпе танлаштарсан, регион тӗслӗхре.  Ҫынсем валли суйлав  участокӗсене килсе сасӑлама хушма майсем тунӑ. Ку пысӑк яваплӑх.  Пурте яваплӑха туйса хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫланине  куратпӑр, сасӑлав формисем кӑтартусем парӗҫ, ҫакнах ҫынсем те хаклӗҫ тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ суйлав пирки сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Ертӳҫи.

Йӗркелӳ мероприятийӗсене, суйлав комиссийӗсен ӗҫӗсене, халӑха  хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермеллине тӗплен сӳтсе явнӑ палӑртнӑ канашлура.

Тӗлпулӑва хутшӑннисем ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсем пирки те ыйтусене пӑхса тухнӑ.  Чӑваш Республикинчи «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» Патшалӑх фончӗн  регионти филиалӗн ертӳҫипе Елена Зайцевӑпа пӗрле хӑш-пӗр самантсем пирки тарӑнрах чарӑнса тӑнӑ.

Чӑваш Республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене тата вӗсен ҫемйисене комплекслӑ 26 тӗрлӗ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсене валли республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.  Тӳлевсене вӑхӑтра куҫарса пани те куҫ кӗретех. Психологи пулӑшӑвӗпе ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем вӑхӑтра пулӑшса пыраҫҫӗ кӑштах хавшанисене.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров  тивӗҫлӗ пулӑшу мерисем ҫинчен  халӑх анлӑрах пӗлтӗр тесен, хыпарсене вӑхӑтра  илсе ҫитермеллине чӗнсе каланӑ.

 

 



18 января 2024
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter