«Мӑнаҫлӑх. Шанчӑклӑх. Пуласлӑха ӗненни» девизпа ӗҫлекен нумай функциллӗ штаб уҫӑлнӑ

«Мӑнаҫлӑх. Шанчӑклӑх. Пуласлӑха ӗненни» девизпа ӗҫлекен нумай функциллӗ  штаб уҫӑлнӑ

«Мӑнаҫлӑх. Шанчӑклӑх. Пуласлӑха ӗненни» девизпа ӗҫлекен нумай функциллӗ центра кирек кам та килме пултарать, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки пӗлтерейрет. Объекта Шупашкарта уҫнӑ. Хаваслӑ пулӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, «Единая Россия» Партийӗн Генеральнӑй канашӗн Секретарӗн ҫумӗ Александр Сидякин, Федераци Президенчӗ Мускав облаҫӗнчи шахмат, рапидпа блиц енӗпе тӗнче чемпионӗ, пӗтӗм тӗнчери гроссмейстер, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни Сергей Карякин, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председательӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов килсе ҫитнӗ.

Центра килме кӑмӑл тӑвакансем валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли регион проекчӗ хута кайнӑ. Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ май,  Штабра ҫамрӑк тата нумай ачаллисем валли психологсен тренингӗсем иртерӗҫ, ҫемье институтне упраса хӑварас тата аталантарас, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе уҫӑ калаҫусем йӗркелӗҫ. Штабра «Ҫамрӑксем – Донбасса» тата «Раҫҫей паттӑрӗсем – Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» фотокуравсем ӗҫлеҫҫӗ. Волонтерсене чӑваш тӗррине ӑсталама, маскировка сечӗсене ҫыхма вӗрентӗҫ, ҫавӑн пекех наци тематикипе мультимеди вӑййисене вӗсемпе ирттерӗҫ. Кунсӑр пуҫне чӑваш пӳртне илемлетессипе, апат-ҫимӗҫ хатӗрле, халӑх инструменчӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑклӑ мероприятисем ирттерме палӑртса хунӑ.  

Штабӑн ӗҫне официаллӑ майпа старт панӑ. Ҫынсем кунта Президентшӑн пулӑшма хӑйсен алӑ пуснисӗр пуҫне, вӑл е ку пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пултарайраҫҫӗ, пулас Президент валли хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен хыпарлайраҫҫӗ, кирек мӗнле ыйтӑва та  туххӑмрах пӗлтерме пултарайраҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене ҫийӗнчех пурнӑҫлама федераллӑ органсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме те ансатрах  пулӗ.

 «Штабра пысӑк спектӑра пурнӑҫа кӗртме пулать. Анчах чи кирли – кунта эпир хамӑр ҫӗршывӑн малалла аталанас ӗҫӗн уҫӑмлӑ, ҫирӗп курсне йӗркелессин питӗ кирлӗ тӗллевӗсене  пӗр чӑмӑра пухӑнса татса паратпӑр. Ҫакна тӑвас тесе эпир пӗтӗм наци представителӗсен, тӗне ӗненекенсен, мӗнпур политика площадкисен вӑйӗсене пӗрлештеретпӗр. Шансах тӑратӑп, пирӗн пӗрлешӳ ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗнтернинчен пуҫласа Чӑваш Республикинче, Раҫҫей Федерацийӗнче пысӑк тата пӗчӗк проектсене пурнӑҫа кӗртес ыйтусемпе вӗҫлесе пур енӗпе те  пысӑк кӑтартусем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрӗ. Мӗншӗн тесен Президент ҫирӗп позицине пула эпир паян хамӑра ҫапӑҫу хирӗнче шанчӑклӑн туятпӑр, чи кирли – ҫӗршыва пур енлӗн аталантарас тата наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӗллевсене хӑвӑрттӑн пурнӑҫлатпӑр, вӗсем пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланса пытӑр, кашни ҫын хӑй тӗллӗн  аталантӑр, ҫитӗнекен ӑру малашлӑха шанчӑклӑн ӗнентӗр тесе пурсӑмӑр та тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. Ырӑ ҫул пултӑр, ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулӗ!», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 Ҫак тӳремре хатӗрленӗ пуҫарусем программӑсем, региона аталантармалли плансем йӗркелеме пулӑшӗҫ тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче «Единая Россия» партин Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Александр Сидякин. «Тӗрлӗ регионсенче Обществӑлла пулӑшу штабӗсем кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул уҫатпӑр, вӗсен шучӗ 80 ҫитрӗ. Кунта пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, пӗрлехи тӗллевсене сӳтсе явма меллӗ.  Сусӑрсем, тӗрлӗ професси ҫыннисем те кунта килсе хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерме  пултараҫҫӗ.  СВО темипе те уҫҫӑн калаҫма, йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те татса пама аван пулӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.   

«Пирӗн умра  пысӑк тӗллевсем: ҫӗршыва чи вӑйлӑ тата пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитерме яваплӑха туйса ӗҫлесси.  Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек тӗллевсем лартать пирӗн ума. Пирӗн ҫӗршыва чи хӑватлӑ, ӑнӑҫлӑ тӑвас тесен мӗнпур ыйтӑва туллин вӑхӑтра татса пама тӑрӑшмалла. Умра ӗҫ питӗ нумай,  суйлава тивӗҫлӗ ирттермелле. Хамӑрӑн лидера хӑватлӑ пулӑшу панине пӗтӗм тӗнчене кӑтартса памалла», – тесе каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, регионта комплекслӑ план хута кайнӑ, вӑл хатӗрленӳ тата суйлав кампанийӗн мӗнпур аспектне пырса тивет.  Халӑха хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ыйту та малти вырӑна тухать.  «Пирӗн тӗллевсенчен пӗри – Чӑваш Енре суйлавҫӑсене кирлӗ пек условисем сасӑлава хутшӑнма туса парасси», – тенӗ вӑл.  

Штабра «Сергей Карякинӑн Шахмат клубӗ» ӗҫлеме пуҫланӑ. «Обществӑлла пулӑшу штабӗнче шахматла выляма  лайӑх вырӑн хатӗрленӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет спортӑн ҫак енӗ.   Ҫавӑнпа хаваспах выляма килӗшетӗп шахмат вӑййине. Пур регионта та  «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейпе» пӗрле шахмат вӑййисене малалла та аталантарма хатӗр», – тесе пӗлтернӗ хӑй шухӑшне Сергей Карякин.

Штабра халӑхӑй ҫӑхавӗсене кӑна мар, граждансене хумхантаракан ыйтусене татса парӗҫ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене  пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан  мероприятисем ирттерӗҫ, ҫав шутрах мастер-классем, вӗрентӳ семинарӗсем, кӑсӑклӑ ҫынсемпе  уҫӑ тӗлпулусем йӗркелӗҫ.  Регионта пурӑнакансене пурне те мероприятисене ҫитсе курма чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин общество пулӑшӑвӗн Штабӗн председателӗ Андрей Александров,  партнерсене хастар ӗҫе явӑҫнӑшӑн тав тунӑ, вӗсем  паянхи куна ҫирӗм ытла тенӗ, вӗренӳ, культура, спорт учрежденийӗсем, ҫавӑн пекех «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ” Патшалӑх фончӗ вӗсемпе кулленех тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме кӑмӑл тунине те пӗлтернӗ вӑл.

Штабӑн пуласлӑхри планӗнче регионти спорт федерацийӗсен ертӳҫисемпе  уҫӑ тӗлпулусем ирттересси те пур.  Ертӳҫӗсемпе пӗрле Чӑваш Енри физкультурӑпа спорта аталантармалли стратегие пурнӑҫламалли ыйтусене сӳтсе явма палӑртса хунӑ.  Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсемпе тӗл пуласси, унта республикӑри оборонӑпа массӑллӑ, спортпа патриотла ӗҫ уйӑхлӑхне старт парасси, ҫавӑн пекех волонтер-медиксемпе ҫынсене пӗрремӗш васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама вӗренесси ыйтусем  кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ. 



19 января 2024
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter