Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗсемпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗсемпе  саламлани

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тата издательствӑсемпе типографисен хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗсемпе чун-чӗререн салам йышӑнсамӑр!

1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чӑвашсен пӗрремӗш «Хыпар» хаҫачӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн курӑмлӑ палли пулса тӑнӑ. Паянхи пурнӑҫра чӑваш пичечӗ хастар аталанать. Журналистсен тата отрасльти мӗнпур ӗҫченӗн тӑрӑшулӑхне пула республикӑра пурӑнакансем Чӑваш Ен хулисемпе ялӗсенче пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен вӑхӑтра пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Сире ҫӑмӑл мар, анчах та ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн, ҫуллӗ шайри ӑсталӑхшӑн тата ҫивӗч информацие халӑх патне вӑхӑтра илсе ҫитернӗшӗн, ҫынсене ҫӗнӗ хыпарсемпе тӗрлӗ пулӑм ҫинчен пӗлсе тӑма пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп.

Цифра технологийӗсем вӑй илсе пынӑ тапхӑрта Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хальхи пурнӑҫ таппипе тан утаҫҫӗ. Интернет-платформӑсемпе соцсетьсем сирӗн ӗҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ. Вӗсем информацие кирлӗ ҫӗре васкавлӑн илсе ҫитермелли, вулакансемпе ҫыхӑну тытмалли майсене ӳстереҫҫӗ.

Ҫак уяв кунӗнче сире пултарулӑхра ҫитӗнӳсем, хавхалану, ҫӗнӗ тӗллевсемпе хӑюллӑ идейӑсене пурнӑҫлама сунатӑп. Юратнӑ ӗҫ сире савӑнӑҫ кӑна парнелетӗр. Сире пӗтӗм чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, телей тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан пӗтӗм пуҫарурах ӑнӑҫусем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ

Олег Николаев



21 января 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter