Пушкин карттипе усӑ курма кӑмӑл тӑвакансен йышӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракансенчен пӗри

Пушкин карттипе усӑ курма кӑмӑл тӑвакансен йышӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракансенчен пӗри

 Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ Ольга Любимова тата Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова  Мускавра ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ.

«Чӑваш Республикинчи учрежденисенчен 50 процентне яхӑн «Пушкин картти» программӑпа ҫыхӑнтарнӑ, ачасемпе ҫамрӑксен 99 проценчӗ хапӑл тусах  карттӑпа тӗрлӗ культура мероприятийӗсене ҫӳрени куҫкӗретех», – тесе хӑй сӑмахне пуҫланӑ Ольга Любимова.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳри культура аталанӑвӗн центрне 2024 ҫулта нарӑс уйӑхӗнче уҫма  палӑртнине хыпарланӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме 2021 ҫулта тытӑннӑ, строительство ӗҫӗсене 2023 ҫул вӗҫӗнче вӗҫленӗ.  Объекта хӑпартса лартма  203,7 млн тенкӗ тӑкакланӑ,  вӗсенчен 124,7 млн – федераци бюджетӗнчен куҫнӑ.  Центрта залта харӑсах 197 ҫын вырнаҫтарма пулать. Условисем чаплӑ, сусӑрсене валли те кирлӗ пек мӗнпур хатӗрсене йӗркелесе панӑ.

 «Чӑваш Республикинчи культура аталанӑвӗн пӗрремӗш центрӗ «Культура» нацпроекта пула пурнӑҫа кӗрет. Ҫӗршывӗпе пурӗ  ҫакнашкал ҫичӗ центр уҫнӑ. 300 пин ҫын таран пурӑнакан хуласенче пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, кино курма е концертра пулса курма май паракан вырӑнсем пулни  пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫывӑх вӑхӑтсенчен ҫак ырлӑха Ҫӗрпӳре пурӑнакансем туйса илӗҫ», –   тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ федераци министрӗ Ольга Любимова.

Унсӑр пуҫне «Культура» наци проекчӗпе палӑртнӑ мӗнпур мероприятисене ҫӗр процента яхӑн пурнӑҫланине те асӑннӑ министр.

 ««Культура» наци проектне тӗпе хурса объектсене пурне те хута янӑ. Вӗсене валли палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗн усӑ курни те  куҫ кӗоетех. Культура объекчӗсем пӗтӗмпеъ паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑраҫҫӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республкин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Культура сферин инфратытӑмне ҫӗнетсе улӑштарма федераци пулӑшӑвӗпе пӗрле республика бюджетӗнчен сахал мар тӗрев куҫнине палӑртнӑ вӑл.  Пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе, регионти культурӑна аталантарассипе пӑхса хӑварнӑ программӑсемпе хастар ӗҫленине те каланӑ Пуҫлӑх.   

Сӑмах май, Олег Николаев отрасль аталанӑвӗн виҫӗ ҫулхи кӑтартӑвӗсем пирки те  министра пӗлтернӗ, культура учрежденийӗсенче условисем пӗтӗмпех лайӑх пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.  Ялсемпе хуласенче инфратытӑм ҫӗнелсе  улшӑнса пынине те асӑннӑ вӑл.

 «Ялсене валли пурӗ 23 культура ҫуртне тунӑ, 102  объекта ҫӗнетсе улӑштарнӑ, 220 культурӑпа кану учрежденийӗсенче пурлӑхпа техника хатӗрӗсене тӗпрен улӑштарнӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене пӗтӗмпех РФ Культура министерстви тӗрев панипе туса пынӑ», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.  Палӑртма кӑмӑллӑ, регионта тӗслӗх вулавӑшӗсем те чаплӑ, вӗсене те халӑх хапӑл тусах ҫӳрет. Ачасене валли кӗнекесем ҫителӗклӗ, вӗсем питӗ кӑсӑклӑ пулнине вулавӑша ҫӳрекенсен йышӗ пысӑк пулни хӑйех ҫирӗплетет.  

Федераци бюджечӗн укҫи-тенкипе Муркаш, Канаш округӗсенче  Культура ҫурчӗсене тунӑ, Куславкка тӑрӑхӗнче Культура ҫуртне тӑвассипе хастар ӗҫлеҫҫӗ, виҫӗ Культура ҫуртне тӗпрен юсанӑ:  вӗсем Тӑвайӗнче, Хӗрлӗ Чутайӗнче. Ача-пӑча шкулӗсенчен 6-шне тӗпрен  ҫӗнетсе улӑштарнӑ.

 Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» Культура керменӗнче тата Ҫӗмӗрлери «Восход» культура Керменӗнче,  М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче кинозалсем уҫнӑ. 14 модельлӗ вулавӑш  хута яма 95 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 2023 ҫулта пӗрремӗш хут виҫӗ автоклуб туянма укҫа-тенкӗ илнӗ.

2023 ҫулта Канаш хулипе Тӑвай тӑрӑхӗнче краеведени музейӗсене тӗпрен юсанӑ.  Улатӑрпа Куславккари музейсем валли курав тата экспозици оборудованийӗ туяннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе,  вырӑс драма театрӗн тата ытти хӑш-пӗр театрсен  пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ.

 «Придумано в России» проекта тӗпе хурса Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн базинче креативлӑ индустрисен пӗрремӗш шкулне йӗркеленӗ.

Раҫҫей Культура министерстви пулӑшнипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӗрленӗ Раҫҫей» фестиваль иртнӗ, унта ҫӗршыври 70 субъекчӗ хутшӑннӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Тӗрленӗ Раҫҫей:  нацин пӗтӗмӗшле кун-ҫулӗи» кӗнеке-альбом  кун ҫути курнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ отраслӗн пурлӑхпа техника бази пуянланса пынине, мероприятисем те кӑсӑклӑ регионта иртнине тепӗр хут палӑртса каланӑ.  «АСАМ» фестиваль, «Ҫемье йӑли-йӗрки – ҫирӗп ҫемье никӗсӗ» проектсем халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине те асӑннӑ вӑл. Ҫамрӑксене валли мастер-классем ирттернине, ҫамрӑк ҫемьесенчи йӑла-йӗркесене чӑваш ҫемйисен истори опытне тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе пынине те каланӑ Пуҫлӑх. 

А. Г. Николаев ячӗллӗ музейне реконструкцилеме патшалӑх экспертизине тухнӑ.  Ӗҫсен пӗтӗмӗшле хакӗ 1,7 млрд тенӗпе танлашать. Ҫавна пула комплекса ҫӳрекенсен йышне кунне 505 ҫын таран ӳстерме палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ паллӑ ентеш Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май, объекта тӑпрен ҫӗнетни паха тесе асӑннӑ.  Паллӑ пулӑма тӗпе хурса регионта курӑмлӑ мероприятисем ирттерме палӑртса хунине хыпарланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.  

Олег Николаев Ольга Любимовӑна Чӑваш Республикине ӗҫлӗ визитпа  килсе курма йыхравланӑ, культура пайӗнчи ырӑ улшӑнусене курса хаклама чӗнсе каланӑ.



23 января 2024
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter