Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫулсерен яракан Ҫырӑвне куҫӑм формӑпа МИХсенче тӑрӑшакансене хутшӑнма аккредитацилеме пуҫланӑ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫулсерен яракан Ҫырӑвне куҫӑм формӑпа МИХсенче тӑрӑшакансене хутшӑнма аккредитацилеме пуҫланӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен Ҫырупа тухать. Кӑҫал мероприятине нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче  кӑнтӑрла 12 сехетре ирттерме палӑртнӑ. 

Ҫырупа паллашма кӑмӑл тӑвакан журналистсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Пресс-службӑпа протокол управленийӗ аккредитацилеме пуҫланӑ.

Заявкӑсене ag-press@cap.ru электронлӑ почта ҫине кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен 15 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

Ҫырса янӑ заявкӑсем тӳрремӗнех мероприятине хутшӑнма ирӗк панине пӗлтермеҫҫӗ, кашнинех тимлӗн тишкереҫҫӗ.

Трансляци вӑхӑтӗнче  ҫынсен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклама тата хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерме условисем пулӗҫ, кун пек тӑвас тесен, экран ҫине вырнаҫтарнӑ куар-кода скан тума тивет.

Ют ҫӗршывсенче, ытти регионсенче, тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе мӗнпур ентеш валли, Ҫырӑва куҫӑм формӑпа курса хаклайманнисем валли, тӳрӗ эфир йӗркелеҫҫӗ,  ӑна Чӑваш Наци телекуравӗпе радиовӗн,  «Россия 24», «Радио России»,  ТӐВАН радиовӗн хумӗсем ҫинче итлемелле.  Кунсӑр пуҫне «Олег Николаев | Чувашия»«Чувашская Республика» социаллӑ сетьсенче, Телеграммӑра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн каналӗсем ҫинче курма май туса парӗҫ.     Сусӑрсене Ҫырупа паллашма ятарлӑ  специалистсем пулӑшӗҫ.

 



24 января 2024
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter