Ҫамрӑксене валли ҫӗнӗ центрӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере кӑҫал хута кайма пултарӗҫ

Ҫамрӑксене валли ҫӗнӗ центрӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере  кӑҫал хута кайма пултарӗҫ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри ҫамрӑксемпе Раҫҫей студенчӗсен кунӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра уҫӑ калаҫу ирттернӗ вӑхӑтра хыпарланӑ. Паллӑ пулӑмра  республика Пуҫлӑхӗ ҫамрӑк яш-кӗрӗме  пултарулӑх ӑнтӑлӑвӗшӗн ятарлӑ стипенди памалли свидетельствӑсем парса хавхалантарнӑ, спортра, наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсенче, культурӑра пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ку хутӗнче пысӑк хисепе пӗр пин яшсемпе хӗрсем тивӗҫнӗ.

«Пире Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсен ҫитӗнӗвӗсем савӑнтараҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Эпир вӗсен пуҫарӑвӗсене пулӑшас тесе тата ытларах вӑй хума хатӗр. 2024 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче ҫамрӑксен центрӗсем  хута ярӑпӑр.  Ку проект сирӗн пуҫарусем ҫинче никӗсленнӗ. Чӑваш Республикинче аталанма, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ пек мӗнпур условисене йӗркелеме тӑрӑшӑпӑр», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республикӑра ҫамрӑксен 300 пине яхӑн представителӗ пурӑнать. Ҫамрӑксен гражданла тата социаллӑ  хастарлӑхне ӳстересси ҫамрӑк яш-кӗрӗмсен политикин приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать.

Республика Пуҫлӑхӗпе уҫҫӑн тӗл пулнӑ май, ҫамрӑксем, студентсен канашӗсен ертӳҫисем  тата ытти хастарсем регион пулӑшӑвӗн формисемпе кӑсӑкланнӑ, ҫавӑн пекех пурнӑҫа кӗртме хатӗрленнӗ хӑйсен пуҫарӑвӗсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Тӗслӗхрен, «Драконы морей» истори клубӗн ертӳҫи тата ҫарпа истори фестивалӗсен йӗркелӳҫи Евгений Васильев ҫарпа истори клубӗсен пурлӑхпа техника бази ҫине   тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ, республикӑри шыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа  кӑтартнӑ.  Нумаях пулмасть Шупашкарти 14-мӗш запасри стрелковӑй бригада ҫинчен документлӑ фильм ӳкернине те хыпарланӑ. Унӑн презентацийӗ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пуласса асӑннӑ.

Олег Николаев ҫарпа истори клубӗсемпе, шырав юхӑмӗпе ҫыхӑннӑ проектсем ачасемпе ҫамрӑксене воспитани пама пулӑшассине палӑртнӑ. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе 2024 ҫул Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑнса хӑварнӑ.

Республикӑри ҫамрӑк ҫемьесен Ассоциацийӗн ертӳҫи Анна Вериялова вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхне  ҫамрӑк ҫемьесемпе тӗл пулу ирттерме чӗнсе каланӑ.  Уҫӑ калаҫӑва студент пулнӑ тапӑрта ҫемье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксене йыхравласан питех те аван пулнӑ пулӗччӗ тенӗ вӑл.



25 января 2024
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter