Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ студентсем тата педагогсем, туссем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫак уяв пӗлӳшӗн, чи пӗлтерӗшлине шыраса тупассишӗн тата ҫӗннине уҫассишӗн хыпса ҫунакан пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет.

Чӑваш Ен паян – ҫамрӑксемшӗн тата чунпа харсӑррисемшӗн аталанма, пурнӑҫа лайӑх еннелле улӑштарма паха майсем йӗркеленӗ регион. Пирӗн студентсем вӗренӳре ӑнӑҫлӑ ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ кӑна мар, общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ, спортпа тата пултарулӑх ӗҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫакна республика ҫамрӑкӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Санӑн Черет» студентсен проектӗнче, «Раҫҫейри студентсен ҫуркунни» фестивальте тата ытти нумай-нумай проектра тунӑ ҫитӗнӳсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑваш Енри пин ытла студентпа преподаватель пӗлтӗр пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ.

Республикӑра студентсем валли тӗрлӗ пулӑшу мелӗсемпе программӑсем ӗҫлеҫҫӗ – социаллӑ пурнӑҫра та, вӗренӳре те. Ҫулсерен пин-пин талантлӑ ҫамрӑк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫет, Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗн ятне илет.

Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе мухтанатпӑр тата сире шанатпӑр.

Кашнинех хӑйӗн вӑй-халне туллин уҫса пама тата чӑн-чӑн профессионал пулса тӑма сунатӑп. Хӑвна шан тата ху суйласа илнӗ ҫул пирки нихӑҫан та ан иккӗлен, вӗренӳ сана савӑнӑҫ кӳтӗр тата чи ҫутӑ тӗллевне пурнӑҫлама пулӑштӑр!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                  Олег Николаев

 

 



25 января 2024
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter