«Ленинград хулине блокадӑран хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа» Хисеп паллине паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вера Александровна Виноградовӑна парса чысланӑ

«Ленинград хулине блокадӑран хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа» Хисеп паллине паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вера Александровна Виноградовӑна парса чысланӑ

 «Ленинград хулине блокадӑран хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа» Хисеп паллине паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вера Александровна Виноградовӑна парса чысланӑ.

«Ҫакӑн пек паллӑ пулӑмпа Сирӗн патне хӑнана килсе ҫитрӗмӗр.  Пурнӑҫра Сире ҫирӗп сывлӑх, нумай ҫул хушши ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парса пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр. Ҫулсем  иртсе пынине пӑхмасӑрах, паян та Эсир пурнӑҫӑн мӗн пур енне тарӑн пӗлсе тӑратӑр, Шупашкарти электроаппарат завочӗн ветеранӗсен канашӗн йышӗнче хӑвӑрӑн пурнӑҫ опытне паратӑр. «Шупашкар - ĕҫ паттăрлăхĕн хули» стеллӑна тӑвасси пирки те пуҫарӑва хастар хутшӑннине питӗ аван астӑватпӑр.  Чылай мероприятине хапӑл тусах ҫӳретӗр. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне те ӑнкаратӑр. Эсир чӑнласах та,  - хастаррисен йышӗнче. Уншӑн Сире тепӗр хут тав!  Сире малашне те чун хавалне упраса, Тӑван ҫӗршыва, ӗҫе юратма, хамӑрӑн мухтавлӑ йӑла-йӗркесем ҫине таянса ҫамрӑксене малалла хӑюллӑн утма вӗрентме витӗм кӳме сунатӑп»,  - тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Пирӗн, Ленинград ҫыннисен, пурне те: таса пӗлӗт, ҫемҫе ҫӑкӑр, ҫӑлкуҫ шывне сунас килет. Нихӑҫан та пирӗн патӑра инкек ан килтӗр! Ҫӗнтерӳ пултӑр!» - тенӗ сӑмаха ҫавӑрса Вера Виноградова республика Пуҫлӑхне тав тунӑ май.

Кӗскен пӗлме.

Вера Александровна Виноградова Ленинград хулинче ҫуралса ӳснӗ.  1942 ҫулта ҫурла уйӑхӗнче  тӑшмансенчен хӑтарас тесе «Электросила»  завода Чӑваш Ене илсе килнӗ.   Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хӑрупраҫ электромеханика техникумне вӗренме кӗнӗ.  Кайран вара Чӑваш Енӗн тӗп хулине яланлӑхах пурӑнма юлнӑ вӑл.  Шупашкарти электроаппарат завадӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ.  Яланах обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑ вӑл.

 



26 января 2024
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter