М-7 трассӑн Горький чукун ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫити палӑртнӑ лаптӑка ҫитес ҫул реконструкцилеме пуҫлӗҫ

М-7 трассӑн Горький чукун ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫити палӑртнӑ лаптӑка ҫитес ҫул реконструкцилеме пуҫлӗҫ

 Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин  бази ҫумӗнчи ветерансене сиплемелли Республикӑри клиника госпиталӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра каланӑ.  Ку хутӗнче  Пуҫлӑх ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ паттӑрсемпе тӗл пулнӑ.  Кунта сипленекенсем хӑйсем ҫине тухтӑрсем пысӑк тимлӗх уйӑрнине хыпарланӑ республика Пуҫлӑхне. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче учрежденинче тӑрӑшакансем транспорт темипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.  

 «М-7 трассӑн Чукун ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫити палӑртнӑ лаптӑка реконструкцилесси пирки проека туса хатӗрленӗ. Объекта пилӗк ҫуллӑх плана кӗртнӗ. Эпӗ  ҫула саракансемпе кашни ҫул тӗл пулнӑ чухне ҫак  лаптӑка  хӑвӑртрах юсаса ҫӗнетес тесе васкататӑп, мӗншӗн тесен унти пӑкӑсем пурне те питӗ нумай  йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ. Енчен те объекта кӑҫал мар-тӑк, тепӗр ҫул тума тытӑнма тивет. Строительство ӗҫне вӑраха тӑсма ирӗк ҫук», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех  калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республика территорийӗ урлӑ иртекен пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тӑвасссипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.  «Китайра ҫавӑн пек темиҫе проект пурнӑҫа кӗртнӗ, пирӗн те ҫавнашкал хатӗрсем пур, вӗсене «маглев» теҫҫӗ. ВСМ строительствине хывас пулсан ӑна магнит минтерӗ ҫинче тусан лайӑхрах пулӗ тетӗп.  Кун пек пулсан хӑвӑртлӑх  виҫӗ хут пысӑкрах пулассине те пӗлсех тӑратпӑр», – тесе палӑртнӑ вӑл.

Пациентсем парковкӑсемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки ыйтсан регион Ертӳҫи больницӑсене ҫӳрекенсене пурне те автомобильсем тӑратмалли вырӑнсемпе тивӗҫтересси  кирлӗ пек шайра пулманнине асӑннӑ.  «Кӑҫал эпир пур кивӗ троллейбуссене те улӑштарӑпӑр. Ку эстетикӑллӑ та, хӑтлӑ та пулӗ. Маршрутлӑ тетел хӑй те улшӑнса пырӗ, ҫын билет туяннӑ пулсан, палӑртнӑ вӑхӑтра унӑн кирлӗ ҫӗре ҫитме май пулмалла. Пирӗн тӗллев ҫак системӑна хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. Пассажирсемшӗн  нимӗнле йывӑрлӑхсем те сиксе тухмалла мар», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл. 

Госпитальте  ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ паттӑрсемпе калаҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ бизнес-проектсем пирки, ӗҫе вырнаҫма пулӑшакан тӗрлӗ мерӑсем ҫинчен, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр самантсем пирки  тӗплӗн каласа кӑтартнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем панӑ.  Олег Николаев ветерансене республика, ҫӗршыв пурнӑҫне май килнӗ таран  хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ.  «Енчен те кӑмӑл пур пулсан ӗҫлеме, яланах вырӑн тупма пултаратпӑр. Заводсенче паян ҫӗршер ҫын кирлӗ. Кӑмӑл тӑвакансене эпир кадр центрӗсем урлӑ вӗрентетпӗр, нумайӑшне производствӑра тӳрех хатӗрлеҫҫӗ тата кӗске вӑхӑтрах ҫителӗклӗ квалификациллӗ специалист шайне кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сирӗн  паха опыта тӗпе хурса, ҫитӗнекен ҫамрӑксене патриотла воспитани пама та вӗрентсе пыма тӑрӑшӑпӑр. Кирек мӗнле ыйтупа та яланах ҫар комиссариатне, «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фонда кайма пултаратӑр. Пӗтӗм хыпарсене туххӑмрах республика  ертӳлӗхе патне илсе ҫитереҫҫӗ.  Вӗсене пурне те тӗрӗслеве илсе вӑхӑтра хуравӗсене пама тӑрӑшӗҫ», – тенӗ вӑл.

 «Питӗ кӑткӑс лару-тӑрура хӑраса тӑман, малаллах талпӑннӑ, харсӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ, пысӑк ӗҫсем тунӑ.  Эпир пулса иртекен пулӑмсене пурне те тимлӗн пӑхса пыратпӑр. Ҫар пуҫлӑхӗсем пирӗн патне  сирӗн пирки кулленех тав сӑмахӗсем илсе ҫитереҫҫӗ. Командирсем лартакан тӗллевсене эсир яваплӑха туйса таса чунпа пурнӑҫласа пыни куҫ кӗретех. Вӗсем пирӗнте мӑнаҫлӑх туйӑмӗсем ҫуратаҫҫӗ», – тенӗ Ертӳҫӗ.

Регион ертӳҫи ветерансен госпиталӗн персоналне чи малтан учрежденире сиплев ирттерекен СВО  паттӑрӗсем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.  «Ку сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫ, мӗншӗн тесен ку чухнехи чи лайӑх оборудовани, чи лайӑх хатӗрсем пур. Пур-пӗрех сипленекенсемшӗн чи кирли  - эсир вӗсене хисеплесе чун-чӗререн пулӑшма тӑрӑшни. Медицина учрежденийӗсенче вӑй хуракансем пысӑк технологиллӗ хатӗрсене тӗпе хурса, пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫавӑнпа та сире питӗ пысӑк тав!»,  – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.



26 января 2024
12:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter