Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑка хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑка хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ

Кӑҫалхи ҫула Чӑваш Енре Экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑк тесе йышӑннӑ.  Паллӑ пулӑма палӑртса  регионта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чаплӑ мероприяти иртнӗ.

Кӑҫал экологи енӗпе тата тӑван тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе чылай мероприятине пӑхса хӑварнӑ планра.  Туризма аталантарассипе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ  экомаршрутсем йӗркелесси ыйту кун йӗркинчех тӑрать.  Шыв объекчӗсене хӑтлӑлатасси ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫирӗплетнӗ плана интерактивлӑ Экологи атласне, ҫӑлкуҫсен цифрӑллӑ карттине, атмосфера сывлӑшӗн экологи мониторингӗн автоматизациленӗ системине «Хӑрушлӑхсӑр хула» тата ытти мероприятисене те кӗртнӗ.  «Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи экологи политики тата ҫирӗп аталанӑвӗ» стратегиллӗ сессие, Чӑваш Енри юманлӑхсен тӑрӑмне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри семинара, экологсене ҫамрӑксемпе тӗл пултарма палӑртнӑ мероприятисене те пӑхса хӑварнӑ.

 «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи лайӑх эколог – 2024», «Чӑваш Республикинчи экологи тӗлӗшӗнчен яваплӑ чи лайӑх предприяти» тата ытти тӗрлӗ конкурссем иртӗҫ. Чӑваш юманлӑхӗн  чи аслӑ йывӑҫӗ ҫут ҫанталӑк палӑкне тирпей-илем кӗртесси те планра пур.

«Икӗ ҫӗнӗ проект – ҫӑлкуҫсен цифра карттипе экосукмаксем йӗркелесси – кӑҫал обществӑлла организацисене, бизнес, ӗҫ тӑвакан органсене, муниципалитетсене пӗр чӑмӑра пухма  ҫӗнӗ практика, ҫӗнӗ философи, идеологи йӗркелеме витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсем – нефть, газ тата ытти те – ҫук теме хӑнӑхнӑ эпир, анчах та пирӗн шыв – ҫут ҫанталӑкӑн тӗп ресурсӗ, иксӗлми ҫӑлкуҫсем пур, вӗсем пӗрлешсе юхан шывсене юхса кӗреҫҫӗ», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.  

 «Пархатарлӑ сукмаксем, ҫӑлкуҫсене пӗрлештерсе никам тӗкӗнмен ҫут ҫанталӑк кӗтесӗсене уҫакан ҫулсем вӗсемпе республикӑра пурӑнакансем паллашчӑр тесе – ку енӗпе шкул туризмне вӑйлатма пултаратпӑр, вӑл пӗлтӗр хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ. Ҫапла вара, пире пысӑк ӗҫсем кӗтеҫҫӗ», – тенӗ вӑл.

Ҫулталӑк валли палӑртса хунӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртме 2035 ҫулччен экологи хӑрушсӑрлӑхӗн стратегийӗ витӗм кӳрӗ, республикӑра пурӑнакансемшӗн хӑтлӑ тата хӑрушсӑрлӑх хутлӑхне йӗркелеме, майӗпен «симӗс» экономика ҫине куҫма май парассине те шансах тӑратпӑр.

 Паллӑ пулӑма пухӑннисене видеоҫыхӑну мелӗпе Раҫҫейри экологи обществин председателӗ Рашид Исмаидлов  ӑшшӑн саламланӑ. «Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев 2024 ҫула Чӑваш Енре экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑк тесе йышӑннӑ.  Эпир хапӑл тусах унӑн пуҫарӑвне ырларӑмӑр.  Пӗрлехи плана пӑхса хӑварас ӑҫе те хастар кӳлӗнтӗмӗр.  Халӗ малалла асӑннӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртсе пырассипе пӗрлешсе ӗҫлеме килӗшрӗмӗр. Кулленхи ӗҫсене пӗрле яваплӑха туйса пурнӑҫлӑпӑр»,  – тенӗ вӑл  

 Саламсем ҫумне Вырӑс географи обществин регионсене аталантарассипе ӗҫлекен Депортаменчӗн директорӗ Сергей Корлыханов хутшӑннӑ.  «Вуншар ҫул ӗнтӗ Вырӑс географи обществи ҫутҫанталӑка упраса хӑварассишӗн тӑрӑшать, сайра хутра тӗлпулакан йывӑҫсемпе чӑр чунсене сыхласа хӑварассишӗн тимлет.  Географи пӗлӗвне ӳстерсе, ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп пуянлӑхӗсене упрассишӗн те вӑй хурать.  Чӑваш Республики яланах пирӗншӗн тӗслӗхре пулнӑ.  Пурне те лайӑх кӑмӑл-туйӑм, ырӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртсе пыма  вӑй-хал сунатӑп»,  – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче сумлӑ хӑна.   

Паллӑ кун  Мускавра та ВДНХра «Раҫҫей» куравӗнче Экологи кунӗ иртнӗ, Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк министерстви кӑсӑклӑ стендсем хатӗрлесе тӑратнӑ.  

 «Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерстви, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, ҫавӑн пекех общество организацийӗсем, волонтерсем пӗрле ӗҫленине пула пирӗн регион экологи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ территорие пӗлтерет. Пӗрле тӑрӑшса ӗҫленине кура, эпир ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тӑватпӑр тата экологи рейтингӗсенче те малтисен ретӗнче яланах»,  – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов.

Чӑваш Енре Экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑк планӗ ҫав тери пысӑк.  Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – хамӑр тӑрӑхри ҫӑлкуҫсене тупса палӑртасси, вӗсем пирки тарӑнрах тӗпчесси.  Чӑваш Республикин Экологи атласне хатӗрлемелле,  Чӑваш Енри ҫӑлкуҫсен цифра карттине хута ямалла.  

Ҫӑлкуҫсен тупса палӑртас тата вӗсем пирки тарӑнрах тӗпчесе пӗлес ыйтӑва халӑх хутшӑнтарни аван.   Вӗсем хутшӑнни ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерме витӗм кӳрӗ.  Пӗрле ӗҫленине пула эпир лайӑх кӑтартусем  тӑвӑпӑр, палӑртнӑ  йывӑрлӑхсене татса парассипе ӳлӗмрен те ӗҫлесе пыма шантарӑпӑр тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ палӑртнӑ министерство ӗртӳҫи.

Илемлӗ концерт программине тематикӑлла курав экспоначӗсемпе хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑк туприсемпе, сайра тӗл пулакан чӗр чунсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе,  республикӑри ҫутҫанталӑк палӑкӗсемпе пуянлатнӑ.

Чӑваш Енре Экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑка палӑртса ирттернӗ мероприятине кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине 19.00 сехетре Чӑваш наци телекуравӗн эфир кӑларӑмӗпе курма май пулнӑ.

 



29 января 2024
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter