Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ
Кун ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркӑра хыпарланӑ.
Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова хӑйӗн сӑмахӗнче, программӑна 98 культура учрежденийӗ хутшӑннине, вӗсенчен 89-шӗ - патшалӑх тата муниципалитет, 9-шӗ - уйрӑм ҫынсем пулнине каланӑ.
Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсем хушшинче «Пушкин картти» программӑна 99% пурнӑҫласа ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Ачасемпе ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» хапӑл тусах хӑйсен канӑвне йӗркелеме кӑмӑл туни куҫ кӗретех. Раҫҫей Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Чӑваш Республикинчи культура учрежденийӗсем пӗтӗмӗшле 154,7 миллион тенкӗлӗх 465,0 пин ытла билет сутнӑ.
««Пушкин картти» тӑрӑх тунӑ кӑтартусем культура учрежденисен тупӑшӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Вӗсем пурлӑхпа техника базине лайӑхлатма кӑна мар, тулашри специалистсене явӑҫтарма, мероприятисен пахалӑхне ӳстерме пултарайраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, оперӑпа балет театрӗ космооперӑна искусствӑлла интеллектпа усӑ курса лартнӑ - паянхи куна илес пулсан Раҫҫей Федерацийӗнче ҫакӑн пек пӗрремӗш хайлав пулса тӑнӑ», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кинофильмсене тӳлевсӗр кӑтартмалли майсемпе май пур таран усӑ курма чӗнсе каланӑ. «Чи малтан - хамӑрӑн тӑван ҫӗршыврисене, вӗсене вӗренӳ процесне кӗртнӗ май: «Пушкин картти» програмӑна тӗпе хурса, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн тавра курӑмне анлӑлатма, тепӗр енчен ҫамрӑксем пирӗн мухтавлӑ страницӑсем ҫинчен пӗлччӗр тесе, халӑхӑн йӑли-йӗрки, культура хаклӑхӗсене упрама вӗренсе пыччӗр тесе тӑрӑшмалла», - тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Программӑна пурнӑҫа кӗртессипе театрсем хастар ӗҫлени сисӗнет, иккӗмӗш вырӑнта кинотеатрсем, виҫҫӗмӗшне вара Культура керменӗсенче вӑй хуракансем тӑрӑшни паллӑ. 2023 ҫулта театрпа концерт учрежденийӗсем 2,7 пин ытла, вӑл шутран «Пушкин картти» программӑпа 1,7 пин мероприяти йӗркеленӗ, паллӑ пулӑмсене пӗтӗмпе 124 пин ҫын ҫӳренӗ. 2023 ҫулта ачасемпе ҫамрӑксем валли музейсемпе библиотекӑсем тата культурӑпа кану учрежденийӗсем 4,3 пин ытла мероприяти туса панӑ, вӗсене 121,6 пин ытла ачапа ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Культура учрежденийӗсем «Пушкин картти» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимлӗ ӗҫленине палӑртнӑ Светлана Каликова. 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксене валли кӑсӑклӑ проектсем хатӗрлесе пурнӑҫа кӑртсе пынине те асӑннӑ вӑл. Ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлесси малалла та пулса пырать, вӗсемпе ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» ҫитсе паллашма пултарӗҫ.