Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ

2023 ҫулта 766 хушма вӗрентӳ валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ.

Ку вӑл республикӑн Вӗренӳ министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ вӗрентӳ отраслӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.  Палӑртнӑ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев  хутшӑннӑ.

Кунсӑр пуҫне кӑҫалхи  ҫулӑн планне  – Шупашкарти лицейсен базисем ҫумӗнче тепӗр икӗ ача-пӑча технопаркне уҫасси  те пур.  Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн никӗсӗ ҫинче «IT-куб» ачасене  валли цифра вӗрентӗвӗн центрне уҫма палӑртнӑ.  Шкулсенчи 11 спорт залне юсасси, 39 шкулта цифра вӗрентӗвне анлӑрах сарас тӗлӗшпе учрежденисенче пурлӑхпа техника базине ҫӗнетсе улӑштарасси те тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Университетский-2» тата «Солнечный» микрорайонсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Кӳкеҫре шкулсене туса пӗтерес ыйту та кун йӗркинчех.

 «Профессионалитет» федераци проектне тӗпе хурса Канашри транспортпа энергетика техникумӗн базинче професси илме витӗм кӳрекен центр тата Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика тата Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗсен базинче икӗ вӗренӳпе производство центрӗ уҫма палӑртнӑ.

Асӑннӑ тӗллевсем валли 5,8 млрд тенкӗ  тӑкаклама палӑртса хунӑ.

 «Юлашки ҫулсен пӗтӗмлетӗвӗсем  питӗ аван.  Кӑна ҫак сферӑра куллен ӗҫлекен ҫынсем, шкул ачисем тата вӗсен  ашшӗ-амӑшӗсем те питӗ аван кураҫҫӗ.  Сӑмахран, ҫак ҫулсенче 105 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.Ҫӗнӗ 13 шкул хӑпартса лартнӑ.   Хальхи вӑхӑтра улттӑ тӑваҫҫӗ, кӑҫал иккӗрен кая мар шкул тума палӑртса хунӑ, тен май килсен ытларах та пулӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чи пӗлтерӗшли – пурлӑхпа техника базине модернизациленӗ май, вӗсене тытса тӑрассипе те самай ӗҫлени куҫ кӗретех.  Президент хушӑвӗсене тӗпе хурса, ачасене воспитани парасси ҫине те тимлӗх самай уйӑратпӑр. Эпир шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле, вӑтам тата аслӑ  пӗрӳ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансен тавра курӑмлӑхӗ ӳссе пытӑр тесе  хӑтлӑ условисем туса паратпӑр. Эпир 2020 ҫулта пуҫарса янӑ пуҫарусем паян Раҫҫей Президенчӗн тата Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн приоритетлӑ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.  Кулленех вӗренӳ ппайӗнче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем уҫӑлса пыраҫҫӗ.

2023 ҫулта ППЭ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 100 балл пуҫтарнӑ ачасен  шучӗ самай ӳснӗ, вӗсем 79 танлашнӑ,  2022 ҫулта пурӗ  те 48 ҫеҫ пулнӑ.  Чӑваш Ен шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадинче ыттисемшӗн тӗслӗхре пулса тӑнӑ,  дипломсем чылай тивӗҫнӗ, кӑтартупа  ТОП-20 чи лайӑх субъектсем пулса тӑнӑ.

 «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федераци проектне тӗпе хурса И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх  педагогика университетӗнче ҫӗнӗ инновациллӗ площадка йӗркелесе янӑ.  Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче кун евӗр иккӗмӗш технопарк хута кайнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин тӗп приоритечӗсенчен пӗри вӗрентӳ тытӑмӗ шутланать. 2023 ҫулта асӑннӑ тытӑма  29 млрд ытла тӑкакланӑ.  Ку республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланать.

Пӗлтӗр «Вӗренӳ» нацпроекта тӗпе хурса цифрӑпа гуманитари профилӗсен вӗренӗвӗн 10 центрне уҫнӑ, ялсемпе пӗчӗк хуласенчи шкулсенче 10 спорт залне тӗпрен юсанӑ. Шупашкар хулинчи Садовый микрорайонта шкул уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

 «Ял территорийӗн комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программипе ӗҫлесе пынӑ май,  Канаш муниципаллӑ округӗн Янкӑлч ялӗпе Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ шкулсем хӑпартма тытӑннӑ.

2021-2023 ҫулсенче учрежденисене  чылай модернизаци, ҫав шутра тӗпрен юсав ӗҫӗсене те сахал мар тунӑ. Ӗҫе 2024-2026 ҫулсенче малалла ҫапла туса пыма палӑртнӑ. Чӑваш Енре  тата та 49 шкула модернизацилеме палӑртса хунӑ.

 «Иртнӗ  ҫул вӗрентӳ тытӑмӗшӗн тухӑҫлӑ ҫулталӑк пулса тӑчӗ. Республика Правительстви пулӑшнипе Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне, Раҫҫей Федерацийӗнчи педагогпа вӗрентекен ҫулталӑкне,  чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑра Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнине халалланӑ проектсемпе мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ. Наци проекчӗсемпе лайӑх ӗҫленӗ,», - тесе палӑртнӑ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Канашлура ытти ҫитӗнӳсем пирки те тӗплен чарӑнса тӑнӑ, яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн вӗрентекенсене, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑшӑн уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ.   

 



31 января 2024
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter