Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннисем пуш уйӑхӗн 15–17-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавне ирттернӗ чухне обществӑна  хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пирки ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев суйлав кампанийӗ пынӑ вӑхӑтра  сасӑлав пӳлӗмӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ.  Ҫавӑн пекех суйлав комиссийӗсем вырнаҫнӑ шкулсенче вӗренӳ процесне дистанци технологийӗсемпе усӑ курса йӗркелеме хушнӑ. 

Республика территорийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне регистрациленӗ суйлавҫӑсен йышӗ 909 931 ҫынпа танлашнине пӗлтернӗ  ларура.

Суйлав комиссийӗсен участокӗсене термометрсемпе,  тимӗр тӗрӗслемелли детекторсемпе, видеосӑнав камерисемпе тата ытти пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерӗҫ.

Сусӑрсене валли суйлава пырса сасӑлама ятарлӑ тӑватӑ  пӳлӗм йӗркелесе парӗҫ тата тӑватӑ тифломаркер туянӗҫ, ҫавӑн пекех Брайль шрифчӗпе ӑсталанӑ информаци материалӗсене хатӗрлӗҫ.

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа  пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен участоксенчи суйлав комиссийӗсен членӗсем суйлавҫӑсен вырӑнӗ, вӑхӑчӗ тата сасӑлав мелӗсем ҫинчен пӗлтерме ҫирӗплетнӗ территорисенче пулӗҫ, ҫынсемпе уҫӑ калаҫусем ирттерӗҫ, мобильлӗ приложенисем пирки ӑнлантарса парӗҫ, усӑллӑ хыпарсемпе паллаштарӗҫ.

 



31 января 2024
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter