Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене пулӑшмалли мерӑсем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫине сарӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене пулӑшмалли мерӑсем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫине сарӗҫ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи Следстви управленийӗн коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче ҫакӑн пек  пуҫарӑва ырланӑ. Вӑл Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин судпа медицина экспертизин Республика бюровӗн базинче генетика лабораторийӗ уҫӑлассине  хыпарланӑ, кун пек ӗҫе йӗркелени  саккунсене пӑсакансене туххӑмрах тупса палӑртма витӗм кӳрессе шанса каланӑ. 

 «Следстви комитечӗн Управленийӗн ӗҫченӗсем ҫӗнӗ регионсенче пурнӑҫ условийӗн шайне ырӑ енне куҫарса пыма пулӑшаҫҫӗ.  Хӑйсене шеллемесӗр, ҫынсене пулӑшма пикенеҫҫӗ. Апла пулсан, вӗсене те патшалӑх енчен куҫакан тӗревсемпе тивӗҫтерсен аван. Вӗсем ыттисемпе пӗр тан яваплӑха туйса хӑсене шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ»,  тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫарнӑ май.

«Генетика лабораторийӗ пирки пӗрре мар  сӑмах пуҫаратпӑр ӗнтӗ, ӑна та пурнӑҫа кӗртмелле. Техзадание йӗркелеме ыйтатӑп»,  тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑсса.   

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Следстви управленийӗнче тӑрӑшакансене  ҫынсен ӗҫ укҫи парӑмӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парассипе тимлӗ ӗҫленине палӑртнӑ. Халӑх умӗнчи парӑм 5,9 млн ҫитнӗ пулнӑ.  2023 ҫулта уголовлӑ майпа ӗҫсем пуҫарнӑ хыҫҫӑн, ыйтусене туллин татса пама май килнӗ.   Пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм парӑмсене 100% ҫити парса татнӑ. «Ҫак ыйтусене вӑхӑтра татса пани, ҫӗршыв аталанӑвӗн ӗҫне, ҫак кӑткӑс тапхӑрсенче обществӑн пӗрлӗхне ҫирӗплетес тапхӑрта, уйрӑмах питӗ пысӑк  витӗм кӳреҫҫӗ»,  тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Коррупци  енӗпе право йӗркине пӑсакансене тупса палӑртассипе те следстви комитечӗн ӗҫченӗсем хастар ӗҫленине асӑннӑ  Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май.

 «Ҫак ӗҫ наци проекчӗсемпе, патшалӑх программисемпе пурнӑҫланӑ чухне уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Бюджетран куҫакан укҫа-тенкӗпе яланах пӗлсе тата тӗллевлӗн усӑ курмалла.   Юлашки ҫулсенче эпир нумай ӗҫ турӑмӑр - тӗрӗслевпе шутлав органӗсен системине пӗрлештертӗмӗр - ҫакӑ федераци, ҫавӑн пекех регионӑн тата муниципалитетсен укҫи-тенкисен юхӑмне тӗрӗслесе пыма май парать. Ҫапла вара вӑл е ку мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗрке пӑсакансене тупса палӑртасси те часах пулӗ.  Тухӑҫлӑх тени малти вырӑна тухса тӑрать.  Кашни объект пурнӑҫа кӗрсе пырассине ҫынсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн тӗллев - пуҫланӑ ӗҫсене  вӗҫне-хӗрне ҫитересси, йӗрке пӑсакансене вӑхӑтра тупса палӑртасси.  Пурин те таса чунпа, яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса, халӑхӑн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗслемелле»,   тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

2023 ҫулта коррупци енӗпе йӗрке пӑснӑ 268 тӗслӗхе шута илнӗ, кун пирки  ҫӳлерех палӑртнӑ ведомство ӗҫченӗсем хыпарлаҫҫӗ, айӑплисене тупса палӑртсан, ӗҫ хучӗсене суда 116-шне ярса панӑ. Наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче те хальлӗхе йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пур-ха, уголовлӑ майпа тӑватӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗрлехи ӗҫ пирки калаҫнӑ май регион Ертӳҫи следстви комитечӗн ӗҫченӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каланӑ: «Пирӗн граждансем  патне усал хыпарсене илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ пире хирӗҫлисем, ӑс-хакӑл тӗнчине пачах та усал еннелле пӑрма тӑрӑшаҫҫӗ.  Апла пулсан, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парас тесен, тӑтӑшах вӗсемпе пирӗн уҫӑ калаҫусем ирттермелле, тӗрӗс хыпарсене пӗлтерсе тӑмалла. Унсӑрӑн вӗсем усал ӗҫсем енне пӑрӑнма пултарӗҫ. Пурин те питӗ сыхӑ пулмалла, тимлӗхе самантлӑха та ҫухатма юрамасть»,  тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев канашлӑва  пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ май.



01 февраля 2024
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter