Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ
Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗ 1994 ҫулта кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленнӗ, ун чухне вӑл республика Пуҫлӑхӗн, Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлне тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тытӑмӗнче» «ҫавра сӗтел» калаҫӑва хутшӑннӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Администрацие пырса тивнӗ улшӑнусене, ӗҫ условийӗсене тата информаци технологийӗсене ӗҫе кӗртмелли йӗркесем пирки канашланӑ.
«Администраци яланах ҫынсене, вӗсем ӗмӗтленнине тата вӗсем мӗн пирки ыйтнине, ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернине тӗпе хурса ӗҫленӗ. Паян пирӗн пурнӑҫ ыйтнине тишкерсе, патшалӑх службинче тӑрӑшакансен ҫынсене пулӑшмалла, вӗсен ыйтӑвӗсене татса парассишӗн ӗҫлесе пымалла, ӑна халӗ пур программӑсенче те кашни ӗҫченӗн ӗҫ критерийӗсенчен пӗри тесе палӑртатпӑр. Эпир сирӗнпе - хальхи Чӑваш Ене тума пуҫланисен малаллахи ӑрӑвӗ. Мӗн пур ӗҫчен тӑрӑшнипе эпир республика аталанӑвӗнче чылай ҫитӗнӳсем тума тата пирӗн граждансен пурнӑҫне лайӑхлатма пултартӑмӑр», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.
Уҫӑ калаӑва Администрацие тӗрлӗ ҫулсенче ертсе пынӑ пуҫлӑхсемпе ертӳҫӗсем, маларахри тапхӑрсенче тата паян ӗҫлекен ӗҫченсем пухӑннӑ.
«Эпир Чӑваш Ен вице-президенчӗпе Энвер Аблякимовпа ҫӗнӗ тытӑма йӗркелесе хутӑмӑр. Ытти регионсен опытне пӑхмасӑрах, хамӑра кирлӗ пек хӑватлӑ структура туса хутӑмӑр. Министрсен Канашӗн аппаратне Чӑваш Ен Президенчӗн Администрацине- республика Правительствин тата Пуҫлӑхӗн ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли органа - ҫӗнетсе улӑштартӑмӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Федоров.
«Президент администрацийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫав тери ӑста профессионалсем ӗҫленӗ. Паянхи Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗнче пысӑк тавра курӑмлӑ патшалӑх служащийӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни вӗсенчен яваплӑха туйса, таса чунпа, халӑхӑн ырлӑхӗшӗн саккунсене пӑхӑнса вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те ҫийӗнчех татса парассишӗн вӑй хураҫҫӗ. Администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ – граждансемпе тата общество организацийӗсемпе, ҫав шутра Чӑваш Енӗн Общество палатипе те, хутшӑнса пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесси», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн суйлав тытӑмне аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хутне Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председательне Геннадий Федорова парса чысланӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумне - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Патшалӑх-право управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Силовӑна тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Владимир Степанова Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Секретариачӗн ертӳҫине Александр Краснова, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн делопроизводство управленийӗн пуҫлӑхне Людмила Жебита тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫине Марина Кудрявцевӑна Тав ҫырӑвӗсем панӑ.
«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине 30 ҫул» ятарлӑ паллӑпа тӗрлӗ ҫулсенчи Администраци Ертӳҫисене парса хавхалантарнӑ.