«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗ Александр Гаврилов актуаллӑ ыйтӑва уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ.
Республика территорийӗнчи электричество ярӑмне консолидацилессине туянакансене электричествӑпа тивӗҫтерессин пахалӑх шайне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. «Россети Волга» ПАО пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ҫак процесса хутшӑнма хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлет.
Чӑваш Енӗн Промышленноҫпа энергетика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫултанпа 11 пин ытла объекта пӗрлештернӗ, электричествӑпа шанчӑклӑн тивӗҫтерессин пахалӑх шайне самай ӳстернӗ.
Сетьсемпе тытса пымалли пӗрлехи центр тата авариллӗ бригадӑсем йӗркеленӗ, электричествӑпа туллин тивӗҫтерес тесе талӑкӗпех диспетчерсем тӑрӑшаҫҫӗ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан лаптӑксене те туххӑмрах тупса палӑртаҫҫӗ. Реконструкци ӗҫне пурнӑҫлама май паракан программӑсене кӗрекен электросетьсен ятарлӑ территорийӗсене те вырӑнӑсене тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев электричество сечӗсене модернизацилемелли программӑсене йӗркелемелли пӗрлехи меслет финанс ресурсӗсемпе пӗлсе тата тухӑҫлӑ ӗҫлеме витӗм кӳрессе шанса каланӑ.
«Пӗр чӳрече» принципӗпе ҫӗнӗ объектсене сетьсемпе пӗрлештерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑ заявкӑсене пурнӑҫлассине кӗске вӑхӑтрах тивӗҫтерме май парӗ. Ҫакӑн пек процесса пахалӑхлӑ тата оперативлӑ пурнӑҫланине Раҫҫей регионӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗнче хаклаҫҫӗ. Асӑннӑ кӑтартупа республика В ушкӑна кӗрет, пуласлӑхра – А ушкӑна кӗмелле.
«Чи кирли – промышленноҫа тата пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн пур тытӑмне те ҫирӗп аталантарассине тивӗҫтересси. Чи малтан Ҫӗнӗ Шупашкар хулин территорийӗнче каярах ытти муниципаллӑ йӗркеленӳре те хӑватсем тӑвас тӗллев пур», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви республикӑн потребительсене хушма хӑватсемпе кирлипе тивӗҫтерме энергетика инфратытӑмне аталантармалли приоритетлӑ проектсем хатӗрлеме хушнӑ.
«Чӑвашэнерго» крмпанийӗн филиалӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Патӑрьел округӗнчи индустри паркӗсен электросечӗсемпе ҫыхӑнтармалли ӗҫсен комплексне 2024 ҫулта ирттерме хатӗррине хыпарланӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорне 2024 ҫулта электрохуҫалӑха тишкерме тата инвентаризаци туса ирттерме, пӗрлехи аталану планӗсене йӗркелме тепӗр хут асӑрхаттарса хӑварнӑ. «Пур ӗҫе те энергоэффективлӑхпа энергоперекетлӗхӗн чи ҫӳллӗ стандарчӗсене тӗпе хурса пурнӑҫласа пыма ыйтатӑп. Ресурспа пӗлсе тата вӑхӑтра усӑ курасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ вӑл.
Ҫавӑн пекех Олег Николаевпа Александр Гаврилов 5 ҫуллӑха палӑртнӑ тариф сферинче килӗшӳ епле пурнӑҫланассине те пӑхса тухнӑ. Чӑваш Ен экономикине ӳсме кирлӗ электроҫыхӑну инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стимулӗ пулӗ. Килӗшӗвӗн параметрӗсемпе йӗркелекен ӗҫ тӗсӗсене пурнӑҫа кӗртмелли тата килӗшӳ проектне хатӗрлемелли условисем ҫинчен канашланӑ. Ӗҫ ушкӑнӗн тӗллевӗ – электросеть комплексӗн аталанӑвӗн приоритечӗсене палӑртасси, ҫавӑн пекех «Россети Волга» ПАО тата Чӑваш Ен Правительстви хушшинче ҫитес пилӗкҫуллӑх валли палӑрса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пулса тӑрать.