Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ

Кун пирки Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗпе Светлана Аристовӑпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ калаҫу ирттернӗ вӑхӑтра паллӑ пулнӑ.

«2023 ҫулта тата та маларахри ҫулпа танлаштарсан тӗрӗслев ӗҫӗсене 1,5 хут ытларах йӗркелеме май килнӗ, кашни ӗҫе тарӑн тишкерсе пӗтӗмлетӳсем туса хварнӑ.  Палӑртмалла, тӗрӗслевсем 741 пулнӑ, 4013 йӗрке пӑснӑ тӗслӗх тупса палӑртнӑ,  2022 ҫулта пурӗ 4912 пулнӑ пулсан, пӗлтӗр ку кӑтарту  ылмашӑннӑ»,  – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ Светлана Аристова.  

Чи анлӑ сарӑлнӑ мероприятисен йышне – республика бюджечӗн укҫи-тенкипе епле усӑ  курнипе курманни кӗрет. Халӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине, вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсаса ҫӗнетнине, АПК аталантарассипе ҫыхӑннӑ патшалӑх пулӑшӑвӗсене, территорисене тирпей-илем кӗртессипе пурнӑҫланӑ ӗҫсене тарӑн тишкерӳ тунӑ.  Тӗрӗслеве республика, муниципалитетсем шайӗнче пӗр харӑссӑн  туса ирттернӗ.     

Чӑваш Енри Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта укҫа-тенӗпе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ, кӑтарту 26,1 процента ҫити пӗчӗкленни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать тенӗ вӑл.  

2023 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет валли  туяннӑ таварсемпе ҫыхӑннӑ  ӗҫсене те тӗрӗслевсем туса ирттернӗ. Кун пек чухне те тепре чухне кӗтменлӗхсем  сиксе тухаҫҫӗ, кун йышшисене 579 тупса палӑртнӑ, мӗнпур йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсенчен 16,8 процент пулать ку тесе палӑртнӑ ертӳҫӗ.  Пулкаланӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсем, объектсене йӗркене кӗртсе хута янӑ, анчах та палӑртнӑ пек укҫа-тенкӗне туллин куҫарса паманни те. Светлана Аристова сӑмаха малалла тӑснӑ май, бюджетран куҫакан укҫа-тенӗпе туллин  тата пӗлсе тӗрӗс усӑ курман тӗслӗхсем те хальлӗхе пуррине асӑннӑ.   

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев объектсене тӗпрен ҫӗнетсе юсанӑ чухне палӑртса хунӑ ӗҫсене республика тата муниципалитетсен шайӗнче пӗр тан тӗрӗслевсем туса ирттермелли ҫӗнӗлӗхе ырланӑ.  Кун пек пулсан, йӗрке пӑсакансен шучӗ сахалланма пултарасси те куҫ кӗретех пулассине палӑртнӑ.    

«Питӗ аван сӗнӳ, ӗҫ пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.  Эпир хальӗхе пӗлтӗр объектсене тӗпрен юсав ӗҫӗсене тума палӑртнисене тишкеретпӗр, вӗсене валли ятарӑ алгоритм хатӗрлесе хунӑ.  Кӑҫал ФАПсемпе тӗрӗслев ӗҫӗсене йӗркелесе пыма тӑрӑшӑпӑр. Графика пӑхӑнса строительство ӗҫӗсене туса пынине, укҫа-тенӗпе епле усӑ курнине те анлӑн тишкерӳ туса пыратпӑр.  Тӗллев лартнӑ, ӑна пурнӑҫа кӑртессишӗн ҫулталӑкӗпех тӑрӑшӑпӑр. Эсир калани пӗтӗмпех тӗрӗс, кирлӗ пек ҫул-йӗрпе пурсӑмӑр та ӗҫлесе пыратпӑр», –  тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   

Кӑҫал валли палӑртса хунӑ тӗп тӗллевсенчен пӗри – патшалӑх тата  муниципалитет программисемпе ӗҫлессине цифра ҫине куҫарса пырасси.  Дебит тата кредит ыйтӑвӗсене уҫӑмлатса пыма аванрах пулӗ.  Пӗр сӑмахпа каласан, муниципалитетсен тата республика шайӗнче те мӗнпур ӗҫсене ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттерме май пулӗ.   Енчен те парӑмсем тӑрса юлнӑ пулсан е вӗсене парса татайман пулсан пӗтӗмпех курма пулӗ.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри Тӗрӗслевпе шутлав палати туса ирттернӗ ӗҫсем йӗрке пӑсакансен йышне самай сахаллатма витӗм кӳнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ. Бюджетран куҫакан укҫа-тенкӗпе яланах тӗрӗс тата пӗлсе усӑ курмалла, сӑлтавсӑр тӑкакланма никамӑн та ирӗк пулмалла мар тенӗ ертӳҫӗсем.   

 



07 февраля 2024
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter