Пĕр çул маларах хута янă
Пĕр çул маларах. Пĕлтĕр регионта 19 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Республикăри адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн вĕсене 2024-мĕш çулта çеç уçмалла пулнă. Кун çинчен Чăваш Енри строительство министрĕ Михаил Коледа Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлура пĕлтерчĕ.