Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн

Республика  Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче  И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫей наукин кунне халалласа ирттернӗ мероприятинче пӗлтернӗ.

 «Ҫӗнӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме шутланине тӗрӗс тетӗп.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Наукӑпа техника канашӗ йӗркелесе яни аван пулассине пӗлсех тӑратӑп.  Вӑл  паха опытсене тӗпе хурса пысӑк кӑтартусене шута илсе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене уҫса пыма пулӑшӗ. Кунта вара шӑпах та,  республикӑра чи хӑватлӑ аталанса пыракан предприятисем пӗр чӑмӑра пухӑнса ӗҫлени паха.  Ҫавӑн пекех аталану ҫул-йӗрӗсемпе ӗҫлессине вӗренӳ организацийӗсене те явӑҫтарни пысӑк витӗм кӳрӗ»,  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Калаҫӑва малалла тӑснӑ май,  наука вӑл яланах шырав пулнине палӑртса, ҫӗршывӑн пуласлӑхри шанчӑклӑ юхӑмӗн никӗс тесе хакласа хӑварнӑ.  Ҫӗршывӑмӑра аталантарассинче шӑпах та, наука пысӑк витӗм кӳни куҫ кӗретех тенӗ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ наукӑпа кӑсӑкланакан яш-кӗрӗме  аталанса вӑй илсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама  малашнехи ӗҫре те пысӑк тӗллевсем лартнӑ.  Ку тӗлӗшпе федерацин тӗрлӗ проектне хутшӑнмаллине, ҫирӗп план пӑхса хӑварса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшмаллине те асӑннӑ вӑл.  «Кунсерен Чӑваш Ен Правительстви  кӑсӑклӑ ыйтусемпе ҫине тӑрсах  ӗҫлет.  Пуласлӑхри тӗллевсем те паллӑ, ӳлӗмрен мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмаллине те  пӗлетпӗр»,  тесе хушса каланӑ  Пуҫлӑх.

«Чӑваш Республикин тепӗр тесен, тӗпчев институчӗсем те ҫук тесен тен йӑнӑшах мар пулӗ, пур-пӗрех республикӑн ҫитӗнӗвӗсем ыттисемшӗн тӗслӗхре.  Аслӑ шкулсен базисем ҫумӗнче кӑсӑклӑ  хушма  уйрӑмсем пур, унта ӑсчахсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе пурсӑмӑра та хавхалантараҫҫӗ. Наука сферинче лайӑх кӑтартусем тунине эпир пурсӑмӑр та курсах тӑратпӑр. Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсене малта пыракан предприятисем пӗтӗм кӑмӑлпа хутшӑни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.  Промышленноҫ предприятисем уйрӑмах хастар кӳлӗнеҫҫӗ ҫӗнӗ пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма.  Пирӗн республика иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх промышленноҫ производствине ӳстерес енӗпе ҫӗршыври регионсем хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнинче,  наука ӗҫченӗсен тӳпи пысӑк.  Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприяти ыттисемшӗн тӗслӗхре»,  тесе хушса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков ӑсчахсем пирӗн республикӑшӑн кӑна мар, ҫӗршывӑмӑршӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе специалистсем Чӑваш Ене Раҫҫейре чи лайӑх вырӑн тума чӗнсе Шупашкар агломерацине аталантармалли мастер-план хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак плана пурнӑҫа кӗртме шӑпах та, эсир кирлӗ. Сире ҫак ӗҫе  хастартарах хутшӑнма чӗнсе калатӑп»,  тенӗ вӑл.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева сӑмаха малалла тӑснӑ май, паянхи пурнӑҫра ҫӗршывра хамӑрӑн наукӑна аталантарса вӑй илтерсе пыни уйрӑмах лайӑх тесе асӑннӑ. Импорта улӑштарас ӗҫре те наука аталанӑвӗ пысӑк витӗм кӳрет.  Паян  пурнӑҫа вирхӗнсе кӗрекен пысӑк технологисем вӗсен витӗмлӗхӗпе пулса пынине асӑнса хӑварнӑ депутат.   Вӑл ӑслӑлӑха парӑннӑ, хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлакан тата республика, ҫӗршыв  аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан мӗнпур ҫынна мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.   Ӳлӗмрен те пысӑк кӑтартусемпе палӑрса, халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӗннӗ.

Мероприятине хутшӑннӑ хӑнасем тӗрлӗ куравсемпе паллашнӑ, наука ӗҫченӗсен ҫӗнӗлӗхӗсене пысӑка хурса хакланӑ.

Кӗскен пӗлме:

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн стипендийӗсене 39 студентпа ҫамрӑк ӑсчах илеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин стипендийӗсене 78 ҫын илет.

2023 ҫулта Чӑваш Республики ҫамрӑк ӑсчахсене пулӑшмалли чи ҫӳллӗ шайри регионсен рейтингӗнче 10-мӗш вырӑн йышӑннӑ.



08 февраля 2024
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter