Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса йӗркеленӗ мероприятисене 2024 ҫулта хатӗрленсе ирттерес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Хула кунне ҫура уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тума палӑртнӑ. Тӗп мероприятисен пысӑк пӗрлехи программине кӑҫал пуш уйӑхӗ валли хатӗрлесе ҫитерме плана кӗртнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче юлашки ҫулсенче пирӗн региона курма килес текенсен йышӗ самай ӳссе пынине асӑннӑ, хӑнасем хулари паллӑ вырӑнсемпе тата кӑсӑклӑ мероприятисемпе паллашма кӑмӑл тунине каланӑ. Инвестициллӗ программӑсене пурнӑҫа кӗртме те хастар тӑрӑшнине асӑннӑ вӑл. Темиҫе ҫуллӑха палӑртнӑ строительство ӗҫӗсене те пурнӑҫлама плана кӗртнӗ. Вӗсем те Чӑваш Республикин тӗп хулин аталанӑвне витӗм кӳрессине палӑртнӑ Пуҫлӑх сӑмаха малалла тӑснӑ май. Шупашкар хулин агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе кӑҫал ака уйӑхӗнче «ДОМ. РФ» палӑртса хунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетӗ, ҫурт-йӗр енӗпе хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсене тӑвӗ, ҫав шутрах социаллӑ сферӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пӑхса тухӗ.

Асӑннӑ ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче, хула кунне палӑртса пурнӑҫа кӗрекен ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн, пӗтӗмпе 65 объекта хута ярассине хыпарланӑ. Кунсӑр пуҫне тавралӑха тирпей-илем кӗртесси ыйту та кун йӗркинчех тӑнине асӑннӑ канашлӑва пухӑннисем.

«Чылай объекта кӑҫал хута яма палӑртса хунӑ. Тӗп тӗллевсенчен пӗри - палӑртнӑ объектсене пӗтӗмпех графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртсе пырасси. Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшма тивет. Пысӑк объектсене кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме тытӑнмалла. Калӑпӑр, «Ҫӗнӗ хулапа» «Акварель» микрорайонсенчи шкулсен строительство ӗҫне пуҫлама, ятарлӑ вырӑна тирпейлесе чавмалла. Чылай объект федераци тата республика укҫи-тенкипе пурнӑҫа кӗрет. Хӑна ҫурчӗсене ту тумалла хулара. Паллӑ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса кун пек ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме пултарассине те пурте пӗлсех тӑратпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннисене асӑнса палӑк лартасси те планра пур, кун пирки те никамӑн та манса каймалла мар. Строительство ӗҫне пуҫлама ятарлӑ паллӑ чул хурса хӑварнӑ, палӑка кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле», – тенӗ вӑл.

Тепӗр пысӑк объектсенчен пӗри – «Атӑл» стадион. Кун пирки те объекта халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл Чӑваш Республикинче анчах мар, Атӑлҫи федераци округӗнче те чи пысӑккисенчен пӗри пулассине те пӗлетпӗр. Спорт объекчӗсем тата та пур, вӗсене те хута ярасси  планпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Тепӗр пысӑк курӑмлӑ ӗҫсенчен пӗри – Раҫҫейӗн тӗрлени карттин Музейӗ. Ӑна хута ярассине те плана кӗртсе хӑварнӑ пысӑк прграммӑра. «Тӗрленӗ картта мӗнпур тӗрӗ ӑстисене пӗр чӑмӑра пухма пултарчӗ. Раҫҫей халӑхне  туслӑпурӑнма, пӗр-пӗрин культурине тарӑнрах ӑша хывса пурӑнма витӗм кӳчӗ», – тесе каланӑ вӑл.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Павел Данилов сӑмаха малалла тӑснӑ май, Республика тӳремӗнчи Канашсен Ҫурчӗ объекта тӗпрен реконструкцилесси, хулари аэровокзала ҫӗнетсе улӑштарасси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнине палӑртнӑ. Вӗсен ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртессипе ӗҫсене йӗркелемеллине асӑннӑ вӑл.

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Денис Спирин кӑҫал троллейбус паркӗ ҫӗнӗ техникӑсемпе пуянланассине хыпарланӑ. Уяв валли пысӑк парне пулассине каланӑ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Сӑмах май, программӑна сахал мар пысӑк ӗҫсене кӗртсе хӑварнине, унта кашни хутшӑнма пултарнине каланӑ хула пуҫлӑхӗ, уяв мероприятийӗсен проекчӗсене пирӗн тӑрӑха килме кӑмӑл тӑвакан хӑнасем те хутшӑнма пултарассине палӑртнӑ.

Калӑпӑр, Шупашкар хулине чыс туса хайланӑ юрӑсен конкурсне ирттерме плана кӗртнӗ. Буклетсем, кӗнекесем кӑларасси те планра пур тенӗ ертӳҫӗ. Хула аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паттӑрсене парӑртса ятарлӑ куравсене те хатӗрлеме палӑртнӑ.

Тин ҫеҫ кун ҫути куракан пепкесене валли ятарлӑ парне хатӗрлӗҫ. Патшалӑх паллипе ветерансене, волонтерсене, федераци шайӗнче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене, ҫамрӑк мӑшӑрсене тата ытти хӑш-пӗр маттурсене парса хавхалантарӗҫ.

Мӗнпур субъектсене пӗр чӑмӑра пухма витӗм кӳрекен тепӗр кӑсӑклӑ проекта та пӑхса хӑварнӑ. Ӗҫпе юрӑ ҫуркунне уявӗнче «Шупашкар – ӗҫ мухтавӗн хули»  ятлӑ фестиваль ирттерме палӑртса хунӑ. Кунта шӑпах та, республиӑри мӗнпур предприятисемпе организацисене явӑҫтарӗҫ. Елисеев генерал-майор ертсе пыракан РФ наци гвардийӗн ҫарӗсен Академийӗн ансамблӗ Раҫҫей кунӗнче пысӑк концерт парнелӗ.

Раҫҫей Федерацинче кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ӑна халалласа утӑ уйӑхӗнче «Шупашкар ҫемьи» ятлӑ ҫемье фестивальне ирттерме план тунӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Республика кунне палӑртса Шупашкарта экономика форумӗ ирттерӗҫ.

Юлташла хуласемпе «Шупашкар туссене пухать» пултарулӑх фестивальне ирттерме калаҫса килӗшнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансенчен кашни республика аталанӑвне курса ӗненет, унӑн ҫитӗнӗвӗпе хавхаланса пурӑнни те куҫ кӗретех тесе палӑртса каланӑ. Йӑлана кӗнӗ пек ирттерекен мероприятисем йышне, ҫӗнӗ проектсем те хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен «Раҫҫейӗн симӗс ылттӑнӗ» хӑмла ӑстисен фестивалӗ пулнине тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков уявра чӑвашсен йӑли-йӗркине, культурине сӑнарлакан мероприятисене ытларах кӗртмеллине чӗнсе каланӑ. «Хулана 555 ҫул ҫитнине палӑртса ирттерекен мероприятисенче шӑпах та, республикӑн ҫитӗнӗвӗсем пирки анлӑрах халӑха паллаштарма май пур. Чӑваш Енпе паллашма кӑмӑл тӑвакансен йышӗ те сахал мар. «Раҫҫей» куравра икӗ эрне хушшинче Шупашкар хулипе паллаштаракан ятарлӑ мероприятисене пӑхса хӑварни те аван. Паллӑ пулӑма РФ Правительствин членӗсем, ДОМ. РФ,, ВЭБ. РФ е тата ытти организацисемпе предприятисене хутшӑнтармалла. Вӗсемпе пӗрле пухӑнса, ӗҫ планӗсене сӳтсе явсан лайӑх, тепре чухне вӗсем те чылай ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳни куҫ кӗретех. Шупашкар хулин мастер-планне хастартарах пурнӑҫа кӗртме тытӑнасси те часах пулӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Анатолий Аксаков.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева уяв мероприятине ирттерме хулара пурӑнакансем хутшӑнни питӗ вырӑнлӑ пулассине каланӑ. Хӑна вырӑнӗнче мар, кашнин мероприятисем кӑсӑклӑ иртчӗр тесен пысӑк тӳпе хывмаллине чӗнсе каланӑ. Шупашкар хули пирӗн тӑван кӗтес. Ӑна упрасси, унпа мӑнаҫланса пурӑнасси, унӑн аталанӑвӗшӗн таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлесси те пысӑк тивӗҫ пулнине асӑннӑ депутат. Раҫҫей Президенчӗ кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ, апла пулсан ачасем ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла маррине асӑннӑ вӑл. Ҫитӗнекен яш-кӗрӗмпе, ачасемпе хаваслӑ мероприятисем ирттерни паха, вӗсен, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет.

Уяв мероприятисем пирки тӗпленрех ҫак ссылкӑпа https://cheboksary555.ru/ паллашма пулать. Хула историйӗпе ҫыхӑннӑ пӗтӗм информаци, тӗп мероприятисен анонсӗсем пирки те вуласа пӗлме пулать ҫак сайтра.



09 февраля 2024
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter