Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен хисеплӗ ҫар ҫыннийӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хӑюлӑх тата харпӑр хӑйне шеллеменни пирӗншӗн мӗн авалтан чи паха cимволсем шутланаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн патшалӑхӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн тата наци интересӗсемпе пирӗн граждансен тӑнӑҫлӑхӗпе канӑҫлӑхӗшӗн хӑрушлӑх тухса тӑнӑ чухне уйрӑмах уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Ҫакна Раҫҫейӗн пуян та мухтавлӑ кун-ҫулӗ уҫҫӑн кӑтартать. Йывӑр та хӑрушӑ самантсенче ҫемьене, ҫуралнӑ ҫӗре тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе ҫар ҫыннисемпе пӗрле хуть хӑҫан та доброволецсем, ватти-вӗтти тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ.

Тӗслӗх вырӑнӗнче – 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ыттисемпе пӗрлех чӑваш халӑхӗ те кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх, ун чухне кашниех фронтра та, тылра та пурте тӗмсӗлсе кӗтекен Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн мӗн тума пултарнине йӑлтах тума ӑнтӑлнӑ.

Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем эпир XXI-мӗш ӗмӗрте тӑван Украинӑра нацизм хӑрушлӑхӗпе, коллективлӑ Хӗвел анӑҫ агрессийӗпе тепӗр хут тӗл пуласси пирки шухӑшлама та пултарайман. Паян вара ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршывӑмӑра паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршыва, ҫемьене хӳтӗлесси – кашни ҫыннӑн чыслӑ та таса тивӗҫӗ. Сирӗнтен кашнинех Ҫӗршыва чунтан парӑннӑшӑн тата тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тӑватӑп. Раҫҫей халӑхӗн ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин

 Пуҫлӑхӗ                                                                Олег Николаев

 



23 февраля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter