«Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлес енӗпе ӗҫлекенсем йӗркесене кулленех пӑхӑнмаҫҫӗ пулсан, тен вӑл сферӑран вӗсене кӑларсан вырӑнлӑ пулӗ, ӳлӗмрен унта кӗртмесен те юрӗ», – тенӗ Олег Николаев

«Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлес енӗпе ӗҫлекенсем йӗркесене кулленех пӑхӑнмаҫҫӗ пулсан,  тен вӑл сферӑран вӗсене кӑларсан вырӑнлӑ пулӗ, ӳлӗмрен  унта кӗртмесен те юрӗ»,   – тенӗ Олег Николаев

Кун ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, эрнесерен ирттерекен канашлура, республикӑра хӗллехи тапхӑрта йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе  ҫыхӑннӑ ӗҫе йӗркелессине сӳтсе явнӑ  ыйтӑва пӑхса тухнӑ май, палӑртса хӑварнӑ.

Регион  Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче, пӗтӗмӗшле калас пулсан республикӑра лару-тӑру ырӑ енне куҫнине асӑннӑ: «Юхӑнса выртакан ҫӳп-ҫап куписене  пӗтӗпе тенӗ пекех эпир сирӗнпе рекультиваци тӑватпӑр, ятарлӑ палӑртнӑ вырӑнсене ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ.  Йӗрке пӑсакансене вӑхӑтра тупса явап тыттараҫҫӗ.  Апла пулсан, йӑлари хытӑ каяшсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пухакансем сахалланнни куҫ кӗретех.  Пур-пӗрех пуласлӑхри тӗллевсем пысӑк, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ырми-кани тӑрӑшма тивет»,  тесе палӑртса каланӑ вӑл.

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи Эмир Бедертдинов республика территорийӗнче «Ситиматик Чувашия» ООО регион операторӗ ӗҫленине,  йӑлари хытӑ каяшсене  пухса тирпейлессипе  вара регион операторӗ 13 организаципе  пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнине  хыпарланӑ.

2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республикӑра 278 пин тонна ытла каяша  пухса тирпейленӗ: вӗсенчен 10 пин тоннӑна яхӑн утилизацилеме янӑ, 267,8 пин тонна  ҫӗр айне  чавса чикнӗ.

2024 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче юшкӑн нумай пухӑннӑ май, регионта йӑлари хытӑ каяшсене вӑхӑтра илсе тухайманни сисӗннӗ.

Чӑваш Ен ЦУРӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак асӑннӑ тапхӑрта ТКО вӑхӑтра турттарса тухманнипе кӑна мар, контейнерсем тулса пынипе тата ытти хӑш-пӗр ыйтусемпе граждансенчен 400 ытла ҫӑхав пухӑннӑ.

Шупашкартан (211 хыпар), Канашран (58), Улатӑртан (24), Ҫӗнӗ Шупашкартан (22), Вӑрнартан (27), Шӑмӑршӑран (24) хыпар килсе ҫитнӗ регионпа ӗҫлекен центра. Ку асӑннӑ округсенче лару-тӑру кӑткӑс пулнине асӑнаҫҫӗ специалистсем.

 «Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерстви ыйтусене пӗтӗмпех асӑрхава илсе уҫӑмлатнӑ.  «Ситиматик Чувашия» ООО регион операторӗпе муниципалитет тата хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле лару-тӑрӑва тишкернӗ, килӗшӳсен условийӗсене пӑснӑ 60 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, яваплӑх тыттарнӑ»,  тесе пӗлтернӗ Эмир  Бедертдинов.

 «Пирӗн ҫак ыйтӑвӑн тӗрлӗ пайӗсемшӗн яваплисем чылай.  Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнче картиш территорийӗсемшӗн управляющи компанисем яваплӑ, магистральсемшӗн  - муниципалитетсем,  йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлес ыйтусемшӗн  тата вӗсене ятарлӑ пухӑнакан вырӑнсенчен илсе тухассишӗн - турттаракансем, ӗҫ-хӗле координацилессишӗн  - регион операторӗ. Анчах пӗтӗмӗшле илсен ӗҫе координацилессишӗн тата пӗтӗм система уҫӑмлӑн никӗслентӗр тесе халӑх влаҫӗн системи яваплӑ. Пирӗн тӗллев вара  - мӗнпур  хатӗрсемпе, ресурссемпе тата механизмсемпе усӑ курасси, тивӗҫлӗ тӗрӗслев, координаци, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси вӑл е ку пӑтӑрмахсене тупса палӑртса, айӑплисене явап тыттарма витӗм кӳресси»,  тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Эмир Бедертдинов контейнер   вырнаҫтарнӑ вырӑнсем юрӑхсӑра тухса пынине асӑннӑ хӑйӗн сӑмахӗнче, ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илме хушнӑ вӑл вырӑнти пуҫӑхсене.  Муниципаллӑ округсенче пӗтӗмӗшле  йӑлари хытӑ каяшсене пӗр ҫӗре пухса хума  14 859 площадка тунине те пӗлтернӗ министр, вӗсенче пурӗ 29,5 пин ҫӳп-ҫап контейнерӗ вырнаҫнине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Йӑлари хытӑ каяшсене  илсе тухмалли тапхӑра санитари йӗркисемпе нормисене регламентланӑ, ӑна пӑсма никамӑн та ирӗк пулмалла мар.  Ҫакӑн валли контейнер площадкисемпе вӗсем патне пымалли ҫулсене  тытса тӑрас енӗпе кирлӗ пек ӗҫ йӗркелемелле.

Республикӑра муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче  йӑлари хытӑ каяшсене вӑхӑтра илсе тухнипе тухманнине тӗрӗслев ӗҫе сӳрӗкрех  туса пынине палӑтнӑ. Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва  2023 ҫулта утӑ уйӑхӗнче иртнӗ канашлура та анлӑн пӑхса тухнӑ пулнӑ.   Асӑннӑ министерствӑн кулленех ыйтӑва тӗрӗслевре тытмалла.  Кун пирки те палӑртнӑ ун чухнехи канашлура. 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май, енчен те йӗркесене организацисем ҫирӗп пӑхӑнмаҫҫӗ пусан, туххӑмрах явап тыттармаллине палӑртнӑ.  «Хӑшӗ-пӗрисем ҫав тери пысӑк кӑлтӑксем кӑласа  тӑратаҫҫӗ пулсан, вӗсене пачах та ҫак сферӑран пӑрахӑҫласан тен вырӑнлӑ пулӗ.  Пулать тепре чухне, шӑш-пӗр машина хуҫисем хӑйсен транспорчӗсене ҫуртсем таврашӗнче нумай вӑхӑтлӑха лартса хӑварни. Кун пек чухне, паллӑ вӗсем территорисене тасатса тирпейлеме чӑрмав кӳреҫҫӗ. Кун пек ҫитменлӗхсене те тупса палӑртмалла, вӗсене те саккунпа килӗшӳллӗн явап тен тыттрни аван»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.  «Пӗр сӑмахпа каласан, тавралӑхра йӗрке, тирпей-илем хуҫалантӑр тесен, пурин те пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлемелле.  Халӑха, общественнӑҫа ытларах явӑҫтарсан, йӗрке пӑсакансем те тен сахалланӗҫ»,     тенӗ вӑл.  

Чӑваш Ен ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин ҫул-йӗр юхӑмӗн йӗркелӳпе хӑрушсӑрлӑх центрӗпе, Информаци технологийӗсен центрӗпе ГЛОНАСС  тытӑмне тӗпе хурса  ҫӳп-ҫап турттармалли  системӑна тӗрӗслеве илме цифра  теехнологийӗсмпе усӑ курса ӗҫлеттерме палӑртнӑ.

Тест режимӗнче ҫӳп-ҫапа епле илсе тухнипе хухманнине тӗрӗслесе тӑма чи малтанах Шупашкарта ӗҫлеттерсе пӑхма палӑртнӑ.



26 февраля 2024
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter