Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсен комплекслӑ планне тишкернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсен комплекслӑ планне тишкернӗ

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн  пайташӗсен тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, муниципалитет,  хула округӗсен пуҫлӑхӗсен пӗрлехи канашлӑвӗнче «анлӑ правительство» форматпа  уҫӑ калаҫу ирттернӗ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2024 ҫулхи  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвне пурнӑҫлама палӑртнӑ плана сӳтсе явнӑ.

Комплекслӑ планра 16 пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрпе чи пиоритетлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ.  Социаллӑ сферӑра  160 ытла мероприяти туса ирттерме палӑртнӑ. Тӑван тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, халӑха экологи  хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси, экономикӑна аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те кун йӗркинчех пулнӑ.   

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫарнӑ май ҫапларах каланӑ: « Мероприятисем кулленех пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Вӗсем пӗтӗмпех  халӑх ырлӑхӗшӗн, пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатассишӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.  Пирӗн мӗнпур ӗҫсене тухӑҫлӑ туса пыма тӑрӑшмалла», – тенӗ вӑл.  

«Паянхи куна калас пулсан, бюджетра сахал мар укҫа-тенкӗ шкулсем, ҫурт-йӗрсем хӑпартма пӑхса хӑварнӑ.  Тӗрлӗ программӑсемпе пулса пыракан объектсене вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене татса панӑ.  Комплекслӑ плана хатӗрленӗ май, бюджета хӑш-пӗр тӳрлетӳсене сахал мар кӗртнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва пурнӑҫлас тӗллевпе бюджета хушма  2 млрд. тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан, палӑртнӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртессишӗн пирӗнтен кашнин тӑрӑшса ӗҫлеме тивет», – тесе чӗнсе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин  Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков.  Сӑмах май, 2024 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет ҫурт-йӗр фончӗ ҫӗнелнине те асӑннӑ вӑл, апла пулсан, муниципалитетсен ӳлӗмрен хастартарах ӗҫлеме кирлине каланӑ.   

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑш-пӗр мероприятисене ҫитес ҫулсене валли куҫарма палӑртассине асӑннӑ. «Ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тарӑнрах ӗҫлемелле. Вӗсене пӗр ҫул хушшинчех пӗтӗмпе татса пама хӗн.  Объектсене пуҫличчен, ҫӗр ыйтӑвӗсене уҫӑмлатмалла.  Ятарлӑ лаптӑксене палӑртса, вӗсене хатӗрлемелле.  Ҫурт-йӗр фондне епле укҫа-тенкӗсене пӑхса хӑвармаллине те тӗплен пӑхса тухмалла»,  ­– тенӗ.    

Асӑннӑ ыйту пирки чарӑнса тӑнӑ май, республика экономикине валли аталантарма епле кадрсене хатӗрлемелли пирки те каласа хӑварнӑ. «Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе ҫыхӑннӑ комплекслӑ программӑна пурнӑҫа кӗртесси пирки сӑмахланӑ май, ҫакна та калас килет. Мероприятисене пӗтӗмӗшле пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса комплекслӑ объектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшмалла. Ҫурт-йӗрсем пирки калас пулсан та, пирӗн пуласлӑхри тӗллевсем пысӑк», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Республикӑри ялсенчи территорисене аталантарса вӑй илтерсе пыма комплекслӑ аталану программине тӗпе хурса 11 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарнӑ.  «Республикӑри муниципалитетсенче пӗтӗмпе 585 ҫурт хӑпартса лартма вырӑнти ертӳлӗхсем хӑйсем ҫине яваплӑх илнӗ, хальлӗхе 80-шне ҫеҫ хӑпартса лартнӑ.  Ятарлӑ вырӑнсене тупса хатӗрлесе те хунӑ. Ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ сисӗнмест, мӗнре сӑлтавӗ, кам уҫӑмлатайрать. Тишкерӳ тумалла. Ун чухне ҫеҫ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пулать, кӑтарту та лайӑх енне улшӑнса пырасси часах пулӗ», – тесе каланӑ Пуҫлӑх.   



27 февраля 2024
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter