«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн пуҫламӑш организацийӗсенче тӑрӑшакансен сӗнӗвӗсене Чӑваш Ен аталанӑвӗн ҫӗнӗ комплекслӑ программинче шута илме пултарӗҫ

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн пуҫламӑш организацийӗсенче тӑрӑшакансен сӗнӗвӗсене Чӑваш Ен аталанӑвӗн ҫӗнӗ комплекслӑ программинче шута илме пултарӗҫ

 Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн  пуҫламӑш организацийӗсен форумӗнче пӗлтернӗ.  Ку хутӗнче мероприятине 1082 регионти партийӗн пӗрлехи организацийӗсен секретарӗсене пухнӑ. Ҫавӑн пекех мероприяине РФ Патшалӑх Думин депутачĕсем, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем,  ведомствӑсен тата общество организацийĕсен ертӳҫисем тата ыттисем те хутшӑннӑ.

Паллӑ пулӑма пухӑннисем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн пуҫламӑш уйрӑмӗсен ҫулталӑкне палӑтса ирттернӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, регионти пуҫламӑш организацисем партийӗн тӗп звеновӗ пулса тӑнине асӑннӑ.  «Шӑпах та вӗсем, халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенчен кашни экономикӑн тӗрлӗ сферинче тӑрӑшать. Социаллӑ сферӑра вӑй-хуракансем те чылай, вӗсем кулленхи пурнӑҫра тухса тӑракан ыйтусене туххӑмрах татса парассишӗн ыри-канми тӑрӑшаҫҫӗ.  Ҫынсем хулара е ялта пурӑнаҫҫӗ, пур-пӗрех вӗсем пурнӑҫӑн пахалӑх шайӗ ырӑ енне куҫса пытӑр тесе, хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех туса пама пикенеҫҫӗ.  Ӑнсӑртран мар пулӗ ҫӗршыв Президенчӗ калать, мӗн чухлӗ ытларах эпир ӗҫлетпӗр, ҫавӑ чухлӗ нумайрах ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлатпӑр тесе.  Халӑх ыйтнине тивӗҫтерес тесе пирӗнтен кашни ҫине тӑрсах ӗҫлет.  Вырӑнти влаҫри ҫынсен халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени паха. Кун пек чухне йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене татса пама туххӑмрах пулать.  Асӑннӑ партийӗн пӗрлехи уйрӑмӗсем республикӑрри кашни муниципалитет тӑрӑхӗнчех пур тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Пӗрлӗхре вӑй, пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен ҫитӗнӳсем патне ҫитесси те  часах», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.   Халӑх программине пурнӑҫа кӗртессипе  ҫыхӑннӑ ыйтӑва форумӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче тишкернӗ, ятарлӑ уҫӑ калаҫусем ирттернӗ.  Парти йышӑннӑ тӗп программӑсем епле пурнӑҫа кӗрсе пыни пирки канашланӑ, ҫитӗнӳсем пирки те каласа хӑварнӑ. Проектсене  пурнӑҫа кĕртсе республикӑра ҫулсеренех питĕ нумай мероприяти ирттереҫҫĕ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнĕ ҫемьесене пулӑшаҫҫĕ.  Мероприятине пухӑннисем Раҫҫейри ялсем, хула хутлӑхӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнчи тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ, ҫирӗп ҫемье пӗлтрӗшӗсем  пирки чарӑнса тӑнӑ.   Ҫемье ҫирĕп пулсан ҫĕршыв та ҫирĕп пулать. Уҫӑ калаҫусем ирттернӗ вӑхӑтра асӑннӑ чи ҫивӗч ыйтусене вара форумӑн иккӗмӗш тапхӗрӗпе пулнӑ пленарлӑ ларура пӑхса тухнӑ.

«Пирӗншӗн, уйрӑмах ертӳҫӗсемшӗн паянхи форум питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Паллӑ, эпир час-часах пӳлӗмре ӗҫлесе ларнӑ май, тӑтӑшах чи ҫитвӗч ыйтусем пирки пӗрре мар сӑмах хускататпӑр.   Пур-пӗрех кун пек ӗҫе йӗркелесе пыни ҫителӗксӗр.  Паянхи пурнӑҫ таппине тӗпе хурса, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлесе пыма тӑрӑшмалла, халӑхпа ҫывӑх пулсан, вӗсем мӗн шухӑшланине те пӗлме ансат. Вӗсене хумхантаракан ыйтусене татса пама меллӗ. Сахал мар халӑх хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет, пурнӑҫ ырӑ енне улшӑнса пыни пирки хавхаланса калать», - тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.        

 



28 февраля 2024
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter